АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савăнăçлă уяв

03 ноября 2016 г.

Ача садне çỹрекен шăпăрлансен пурнăçне интереслĕ та тĕрлĕ енлĕ тăвасси - воспитательсен тивĕçĕ. Çак тĕллеве пурнăçласа тăтăшах тĕрлĕ конкурссем, мероприятисем ирттерме тăрăшатпăр.

Ачасем унта хаваспах хутшăнаççĕ. Акă, çак кунсенче кĕçĕн ушкăна çỹрекенсене валли кĕрхи уяв йĕркелерĕмĕр, "Пирĕн патра хăнара - кĕркунне" ятпа иртрĕ вăл. Программăра юрă-ташă, сăвă, вăйă та чылай пулчĕ. Ачасем çеç мар, ашшĕ-амăшĕ, асламăшĕ-кукамăшĕ те хастарлăхпа палăрчĕç. Вĕсем уяв валли ачасемпе пĕрле тĕрлĕ япаласем хатĕрленине те палăртса хăвармалла. Конкурсран никам та айккинче юлманни варах уйрăмах савăнтарать. Ачасемпе пĕрле тăрăшни вĕсен тавракурăмне аталантарать, ĕçе хăнăхма пулăшать.

Н.СЕРГЕЕВА,

"Пучах" ача сачĕн воспитателĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика