АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçе юратни çитĕнỹсем тума пулăшать

03 ноября 2016 г.

 Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Комсомольски районĕнче ял хуçалăхĕпе тирпейлекен промышленность ĕçченĕсен кунне савăнăçлăн паллă турĕç. Уява килнисене районти культура çурчĕн фойинче "Кооператор", "Çăкăр завочĕ" предприятисем, райпо ĕçченĕсем хăйсен продукцийĕпе паллаштарчĕç. Ял поселенийĕсем те вырăнти ăстасем пахча çимĕçрен касса кăларнă япаласемпе килсе çитнĕ. Уява хутшăнакансем районти кашни ял тăрăхĕнче туса илекен тĕрлĕ йышши продукцие тутанса пăхса хак пама пултарчĕç.Пухăннисене чи малтанах район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин саламларĕ, ял хуçалăх предприятийĕсемпе тирпейлекен промышленноç мĕнле ĕçленипе туллин паллаштарчĕ. "Паянхи кун, эсир чунăрсене парса тăрăшнине пула, Комсомольски районĕ республикăра малтисен йышĕнче çирĕпленнĕ. Сире хастарлăхшăн чун-чĕререн тав тăватăп", - терĕ Алексей Александрович.

Пирĕн район усă курман ял хуçалăх çĕрĕсем пулманнипе ытти районсенчен уйрăлса тăрать. Ỹсĕмсем япăх маррине цифрăсем çирĕплетеççĕ. Çакă ĕçченсенчен те, çĕре мĕнле апатлантарнинчен, пăхнинчен, вăхăтра çумкурăкран тасатнинчен те нумай килет. Ял хуçалăхне тĕрлĕ майпа аталантарасси çине пысăк тимлĕх уйăрнă.

Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем хуçалăхсенче аван çитĕннĕ. Кăçал пỹлмесене пурĕ 39462 тонна тĕштырă кĕнĕ, 1 гектарăн тухăçĕ 25,1 центнерпа танлашнă. Тырпула пуçтарса кĕртессипе пирĕн район республикăра 4-мĕш вырăн йышăннă. Унсăр пуçне тырпулăн пĕтĕмĕшле тухăçĕ кăçал юлашки 18 çулти тухăçран самай пысăк пулнине те палăртса хăвармаллах. Хуçалăхсем хушшинче чи пысăк тухăç илекенни - "Урожай" колхоз. Вĕсен пỹлмисене 4359 тонна тырпул кĕнĕ, "Слава картофелю" агрофирмăра - 3818 тонна, "Асаново" ЯХПКра - 2129 тонна.

Çĕрулмипе те районта япăх мар ĕçлеççĕ, ыттисен пирĕнтен тĕслĕх илмелли пурах. Кăçал çак культурăна 1272 гектар çинче çитĕнтернĕ, çумăр вăраха кайнипе ăна октябрĕн 15-мĕшĕ тĕлне çеç кăларса пĕтерейнĕ, апла пулин те кашни гектартан вăтамран 222 центнер илнĕ, çакă - республикăра 1-мĕш кăтарту. Районта чи пысăк тухăç "Слава картофелю" агрофирмăра илнĕ, вĕсем кăçал 314 гектартан 9300 тонна "иккĕмĕш çăкăр" пуçтарса кĕртнĕ, "Комсомольские овощи" агрофирма - 140 гектартан 4685 тонна, "Рассвет" ЯХПК - 115 гектартан 2300 тонна. Хуçалăхсен пỹлмисене 4640 тонна пахча çимĕç кĕнĕ. Выльăх ĕрчетессипе тата унран продукци илессипе те районта нумай ĕçлеççĕ. Выльăх йышĕпе пирĕн район республикăра 2-мĕш вырăнта. Ытти тĕп кăтартусемпе те каçалсем республикăра 5-мĕш вырăнта. "Асаново" кооперативра виççĕмĕш çул ĕнтĕ кашни ĕнерен 8000 килограм сĕт сăваççĕ, çак кăтартупа вĕсем республикăра та малтисен йышĕнче.

Пысăк тухăç илесси техникăран нумай килнине пурте ăнланаççĕ. Çавăнпа та районти хăш-пĕр ял хуçалăх предприятийĕсем машинăпа трактор паркĕсене пуянлатма, çĕнĕ йышши техника туянма вăй çитернĕ. Ку енĕпе эпир чăннипех те маттур пулнине Алексей Александрович тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. 2008-2016 çулсенче ку тĕллевпе 492 миллион тенкĕ тăкакланă, 2016 çулта - 26 миллион тенкĕ ытла. Палăртнă тапхăрта тырпул пуçтаракан комбайнсене, тракторсене çĕнетнĕ.

Ял хуçалăхĕн хастар та пултаруллă ĕçченĕсене Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов ырă сунса саламларĕ. Район çулран-çул аталанса пынине, ỹсĕмсем пысăккине, ял хуçалăх предприятийĕсем çулсеренех пысăк тухăçпа ĕçлени те савăнтарнине пĕлтерчĕ. Петр Степанович Каçал тăрăхĕнче чăннипех те ĕçчен, тăрăшуллă, маттур çынсем пурăннине каларĕ.

Çавăн пекех тĕп хуларан килнĕ хăна Раççейре, республикăра палăрнисене дипломсемпе, медальсемпе, Тав хучĕсемпе наградăларĕ. Сăмахран, аграри секторĕн предприятийĕсемпе организацийĕсен Мускавра иртнĕ "Ылтăн кĕркунне - 2016" куравĕнче пирĕн район кĕмĕл медале тивĕçнĕ. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕн администрацийĕ те кĕмĕл медальлĕ пулнă. РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине А.Курицын ("Рассвет" ЯХПК тĕп инженерĕ), А.Макаров ("Заря" ЯХПК склад заведующийĕ) тивĕçрĕç. Л.Пудовкин ("Çĕрулмине мухтав" агрофирма тракторисчĕ), А.Зайцев ("Искра" колхоз председателĕ), Н.Павлова ("Рассвет" ЯХПК бригадирĕ), А.Семенова (Атласкин фермер хуçалăхĕн доярки), Н.Кошкин ("Искра" колхоз водителĕ) вара РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕллĕ пулчĕç.

Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне аталантарассишĕн нумай çул тăрăшнăшăн Ф.Рахимзянова ("Золотой колос" хресченпе фермер хуçалăхĕн ертỹçине), Р.Ильязова ("Сюрбеево" ООО директорăн çумне), Г.Алимовăна ("Труд" ЯХПК тĕп бухгалтерне), С.Шатовăпа Ф.Пудовкинана ("Слава" ЯХПКри пăру пăхакансене), И.Чумаковăна ("Слава картофелю" агрофирма бригадирне), В.Владимирова ("Комсомольские овощи" агрофирма трактористне), О.Лукияновăна (Раççей ял хуçалăх банкĕн аслă операционистне), С.Белкова ("Искра" колхозăн хурт-хăмăрçине), Е.Макаровăна ("Искра" колхоз кладовщицине), С.Андреева ("Луч" ЯХПК трактористне), М.Мухутдиновăна ("Дружба" ЯХПК бригадирне), В.Катмакова ("Асаново" ЯХПК трактористне), Г.Маргиданова ("Асаново" ЯХПК сĕт пуçтараканне) ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Район пуçлăхĕ Хасиятулла Идиатуллин та пуçтарăннисене уявпа саламларĕ. "Сирĕн ĕç чи пархатарли. Эсир çĕрĕн чĕлхине пĕлетĕр. Хăвăра шаннă ĕçе чунтан парăнса пурнăçлатăр", - терĕ Хасиятулла Семигуллович.

Ял хуçалăх производствине ăнăçлă ертсе пынăшăн, тупăшлă ĕçленĕшĕн "Рассвет" ЯХПК (председателĕ М.Афанасьев) 1-мĕш вырăна тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта А.Бахтеров ертсе пыракан "Асаново" ЯХПК, виççĕмĕшĕ - "Урожай" колхоз (председателĕ А.Ершов).

100 гектар çĕр пуçне илнĕ тырпул тухăçĕпе "Слава картофелю" агрофирма 1-мĕш вырăн йышăннă, вĕсем кăçал 100 гектартан 196 тонна тырпул çапса тĕшĕленĕ. Иккĕмĕш вырăнта - "Рассвет" ЯХПК, вĕсен тухăçĕ - 184 тонна, "Урожай" колхоз 100 гектартан 166 тонна тырпул илсе 3-мĕш вырăншăн дипломлă пулчĕ.

Çĕрулмине кăçал "Слава картофелю" агрофирма чи пысăк тухăçпа туса илнĕ. Ăна 100 гектартан 478 тонна пухса кĕртнĕ. Н.Г.Самарин хресченпе фермер хуçалăхĕ 100 гектартан 387 тонна çĕрулми пухса кĕртсе иккĕмĕш, "Рассвет" ЯХПК - виççĕмĕш, вĕсем кăçал 100 гектартан 277 тонна тухăç илнĕ. "Комсомольские овощи" агрофирма пахча çимĕç туса илес ĕçре чи пысăк кăтартушăн 1-мĕш вырăн йышăннă. 2-3-мĕш вырăнсене никама та памарĕç.

"Рассвет" ЯХПК аш-какай туса илессипе те палăрнă. Унти выльăх-чĕрлĕх пăхакансем усă куракан 100 гектар çĕр пуçне 103-шер центнер аш-какай туса илнĕ. "Золотой колос" фермер хуçалăхĕ те диплома тивĕçрĕ, вăл кăçал 100 гектар çĕр пуçне 75-шер центнер аш-какай илсе иккĕмĕш вырăнта çирĕпленнĕ. "Восток" ЯХПК вара виççĕмĕш, вĕсем 100 гектартан 47-шер центнер аш-какай туса илнĕ.

Сĕт сăвассипе чи маттуррисем - "Искра" колхоз ĕçченĕсем. Вĕсем кашни 100 гектар çĕр пуçне 666-шар центнер сĕт сунă. "Асаново" тата "Рассвет" кооперативсем те - малтисен йышĕнче.

"Асаново" ЯХПК халăхран сĕт пуçтарассине чи лайăх йĕркеленĕ. Вĕсем октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне халăхран пĕр ĕне пуçне 3230 килограмм сĕт пуçтарнă. "Урожай" колхозăн кăтартăвĕ - кашни ĕне пуçне 2727 килограмм.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин экономика ăмăртăвĕнче мала тухнă механизаторсене, водительсене, дояркăсене, пăру, сысна, хурт-хăмăр пăхакансене, шут ĕçченĕсене, лаборантсене тата ыттисене Хисеп грамотисемпе, хаклă парнесемпе чысларĕ.

Уяв çỹллĕ шайра иртрĕ. Савăнма та, канма та, ыттисен паха опычĕпе паллашма та вăхăт пулчĕ. Ĕнерхи уявăн ырă енĕ вăл - пурте пĕрле пуçтарăнса çулталăк хушшинче тунă ỹсĕмсене пĕтĕмлетни, мухтавлă çынсемпе тĕплĕнрех паллашни, малашне те çитĕнỹсем тума кашни çынра ăнтăлу çуратни. Вырăнти юрă-ташă ăстисем, "Каçал", "Кубняночка", "Мишар" халăх коллективĕсем хăйсен пултарулăхĕпе куракансене чăннипех савăнтарчĕç. Ял хуçалăх ĕçченĕсене саламлама "Асамат" эстрада ушкăнĕ килсе çитни хавхалану кỹчĕ.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика