03 ноября 2016 г.
Республикăри ял хуçалăх организацийĕсен, фермер, кил хуçалăхĕсен, апат-çимĕç хатĕрлекен предприятисен представителĕсем, АПК ветеранĕсем октябрĕн 28-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕсен кунне паллă тунă.
Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев агропромышленноçра вăй илсе пыракан экономика туртăмне хакланă. Хальхи вăхăтра производствăна инвестици хывма мехел çитернисем ĕç тухăçлăхне, шалу укçине ỹстереççĕ, социаллă ыйтусене татса параççĕ, предприятие татах модернизацилеме услам тăваççĕ. Ку - аталану çулĕ, унпа малаллах талпăнмалла.
Михаил Васильевич федерацин "Агропромышленноç аталанăвĕ" наци программине йышăннăранпа ял хуçалăхĕнче ырă улшăну чылай пулнине, АПКна аталантарасси çĕршывăн стратеги тĕллевĕ пулнине палăртнă. Районта е хулара чи пысăк инвестици хывнăшăн тата вырăнти хыснара чи нумай налук пухнăшăн район, хула муниципалитечĕсене Чăваш Ен хыснинчен уйăракан грантсем пама пуçлассине пĕлтернине те пурте ырласа йышăннă. Вĕсем пурĕ 100 миллион тенкĕ илĕç.
Республикăн ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов агропромышленноç комплексĕн кăçалхи 9 уйăхри ĕç-хĕлĕпе паллаштарнă. Ял хуçалăх производствин калăпăшĕ пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен чылай ỹснĕ. Тĕштырăпа пăрçа йышши культурăсем иртнĕ çулхинчен нумайрах - 650 пин тонна ытла - пухса кĕртнĕ, аш-какай 13 процент ытларах туса илнĕ. Çак кăтартусенче районти ĕçченсен тỹпи те пур. Шăпах республикăри уявра маттуррисене чысланă. Комсомольски районĕ ял хуçалăх производствин эффективлăхĕпе кăнтăр районĕсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă. "Слава картофелю" агрофирма республикăри ял хуçалăх предприятийĕсенче тата хресченпе фермер хуçалăхĕсенче техникăна хĕле хатĕрлессине лайăхлатас енĕпе йĕркеленĕ конкурсра çĕнтернĕ. "Искра" колхозра зоотехникра тăрăшакан Ирина Павловна Воробьевăна Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Сăмах май каласан, Ирина Павловна хуçалăхра 6 çул тĕп зоотехникра тăрăшать. Ĕçри тăрăшулăхне палăртса ăна район администрацийĕн, Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотисемпе, Тав хучĕсемпе наградăланă. "Ĕçне кура - хисепĕ" тенĕ. Ирина Воробьева вара хуçалăхри чи тăрăшуллă ĕçченсенчен пĕри пулнине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе парать.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"