28 октября 2016 г.
Комсомольски районĕнче йĕркелĕхпе тата хăрушсăрлăхпа мĕнлерех тивĕçтерни пирки, криминаллă лару-тăрупа муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн общество хăрушсăрлăхĕн пайĕн начальникĕпе, полици подполковникĕпе Сергей Кокоревпа калаçрăмăр.
- Сергей Арсентьевич, районти лару-тăрăва мĕнле хаклама пултаратăр?
- Манăн хаклав никĕсĕнче уçăмлатнă преступленисен шучĕн, административлă майпа саккуна пăсакансене тупса палăртнин тата ытти статистика даннăйĕсем тăраççĕ. Регистрациленĕ преступленисен шучĕ чаксан, уçса палăртакан преступленисен шучĕ ỹссен çеç эпĕ районта общество йĕркелĕхĕ тытăнса пынине, граждансем хăйсене хăрушсăрлăхра туйма пултарнине çирĕппĕн калама пултаратăп.
- Хăш-пĕр кăтартусемпе паллаштарсамăрччĕ.
- Кăçалхи 9 уйăхра преступленисен шучĕ чакни самай палăрать: пĕлтĕр район территорийĕнче çак тапхăрта 138 преступлени регистрациленĕ пулсассăн, кăçал 122 тупса палăртнă. Обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси те 45-рен 40 тари чакнă, вĕсен йышĕнче урамра пулса иртекен преступленисем - 32. Уйрăммăн илес пулсан вара ỹсĕр çынсем 10 преступлени туни паллă, маларах саккуна пăснисем 12-ĕн, ĕçлеменнисем 19-ăн, çул çитменнисем 2-ĕн пулнă.
- Урамра пулса иртекен йĕркесĕр ĕçсен шучĕ ỹснĕ. Мĕне пула-ши?
- Обществăлла вырăнсенчи тата урамсенчи преступленисен шучĕ вăрланине, ултавçăсене, вĕлерес тенипе хăратнине пула ỹсрĕ. Çапах та шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем тăрăшнипе урамра вăрлама, хурахла ĕç тума, ашкăнма, шахвăртма, ятарласа ют çыннăн пурлăхне пĕтерме, тепĕр çыннăн сывлăхне сиен кỹме паман. Обществăлла вырăнсенче пулнă преступленисене 100 проценчĕпех уçса панă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 75 процент çеç пулнипе танлаштарсан пакунлă çынсен ĕçĕ тỹрремĕн курăнать.
- Преступленисенчен ытларахăшĕ Комсомольскинче пулса иртет. Ытти ял тăрăхĕсенче мĕнлерех лару-тăру?
- Тĕрĕс, Комсомольскинче пурăнакан нумайрах пулнăран-ши, преступленисен шучĕ пысăкрах. Шел те, ытти ял тăрăхĕсенче те "шăплăх" мар. Тĕслĕхрен, Элпуç тата Шурут ял тăрăхĕсенче кăçалхи 9 уйăхра 4-шар преступлени шута илнĕ. Хирти Сĕнтĕрпе Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕсенче те преступниксем çывăрмаççĕ, асăннă поселенисенче 2-шер хутчен йĕркене пăснине регистрациленĕ. Тукай ял поселенийĕнче вара - 1 преступлени.
- Халăх дружинникĕсене те явăçтаратăр пулĕ?
- Паллах, полици сотрудникĕсемпе дежурствăна, рейда çỹрекен халăх дружинникĕсем витĕмлĕ пулăшу кỹреççĕ, "Халăх дружини" обществăлла организаци 10 дружиннике пĕрлештерет. Вĕсем материалсем пуçтарма, протокол çырма пултараймаççĕ пулин те саккуна пăснă тĕслĕхсене тупса палăртма самай пулăшаççĕ. Çавăнпа пĕрлех профилактика ĕçĕсен тăрăмĕ те дружинниксенчен нумай килет.
- Преступноçа пысăк витĕм кỹме административлă практика нумай пулăшать. Сирĕн ĕçĕн çак енĕпе тĕплĕнрех паллаштарсамăрччĕ?
- 2016 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче, ГИБДДна шута илмесĕр, 1052 административлă правонарушение тупса палăртнă (пĕлтĕр 907 пулнă). Административлă майпа саккуна пăснисене 482100 тенкĕлĕх штраф панă.
- Шел те, çул çитмен ачасем те час-часах преступлени çулĕ çине тăма пуçларĕç. Çул çитменнисем хушшинче преступленисене асăрхаттарас ĕç мĕнле пурнăçланать?
- Иртнĕ 9 уйăха пĕтĕмлетес пулсан, район территорийĕнче çул çитмен ачасем 3 хутчен саккуна пăснă, çул çитмен ачасене хирĕç 29 административлă протокол çырнă. Криминогенлă лару-тăрăва çирĕплетес тĕллевпе "Условник", "Подросток", "Полиция и дети" профилактика мероприятийĕсем йĕркеленĕ. Профилактика ĕçĕсене уйрăмах шалти ĕçсен органĕсенче учетра тăракан ачасемпе ирттерме тăрăшатпăр. Комсомольски районĕнче пурăнакан çул çитмен 21 ача учетра тăрать. Унсăр пуçне хăйсен тивĕçĕсене туллин пурнăçламан, ачисене тивĕçлĕ воспитани паман ашшĕ-амăшĕпе те ĕçлеме манмастпăр. Тĕслĕхрен, 9 уйăхра йĕркене пăснă тĕс-лĕхсемпе 14 ашшĕ-амăшне административлă явап тыттарнă. Çавăнпа пĕрлех ăнăçсăр 16 çемье учетра тăрать. Çак çемьесенче 31 ача çитĕнет.
Н.АРХИПОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"