АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эрехпе иртĕхни ырă патне илсе çитермест

28 октября 2016 г.

 Пирĕн коррепсондент ыйтăвĕсем çине республикăри медицина профилактикин, сывату физкультурипе спорт медицинин центрĕн врачĕ Елена Егорова хуравлать.

- Эрех пĕрмай ĕçнине алкоголизм чирĕ теççĕ. Мĕншĕн-ха ăна чир ятне панă? Чир пулсан, ăçтан та пулин ыратмалла. Мĕнле пуçланса каять-ха вăл?

- Чăнах та, ку чир ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ытларах çынсем эрехе кăмăл-туйăма хăпартма ĕçеççĕ. Вăл ташлаттарать те, юрлаттарать те, çав вăхăтрах макăртать те. Ĕçекен çын нихăçан та эрех серепине çакланатăп е алкоголик пулас тесе ĕçмест. Нумайăшĕ виçене пĕлсе ĕçетпĕр тесе шутлать. Пĕрмай ĕçекенсене вĕсем ухмах, пуçпа шутлама пĕлмеççĕ, çавăнпа ĕçеççĕ тесе калаççĕ. Шел пулин те, малтанлăха кăна çавăн пек, çакă чирĕн пĕрремĕш тапхăрĕ. Чир çынна майĕпен хăйĕн хăрушă серепине илме, чура тума хăтланать. Ку вăхăтра çынна пулăшма çăмăлрах. Енчен те ĕçекен çын эрехрен хăпма шутламасть пулсан, куллен кашни сăлтавпах сыпма пуçласан, чир малалла аталанать. Ĕçнĕ кунĕсем нумайланса пыраççĕ, эрех виçи те ỹссех пырать. Пуçра тĕп шухăш - пĕрмай ĕçес килни пĕрремĕш вырăна тухать. Эрехе юратакан хăйне ỹсĕрле кăна лайăх туйма пуçлать. Часах мухмăр пуçланать, ку вăл иккĕмĕш тапхăрĕ. Ирхине урăлса çитсен, çын хăйне питĕ япăх туять. Эрех ĕçсенех çăмăлланать. Анчах та ку вăл нумайлăха мар. Кăштах вăхăт иртсен, сывлăхĕ каллех япăхланать, эрех ĕçес шухăш пĕрремĕш вырăна тухса тăрать. Хăйне тем чухлĕ "ыран пачах та ĕçместĕп" тесе сăмах парсан та, тепĕр кунне те алли "симĕс çĕлен" патнех туртăнать. Çак тапхăртан пуçланаççĕ эрехе юратаканăн йывăрлăхĕсем. Ĕçе кайманнипе ĕç вырăнĕ çухалать, çемье арканать. Алкоголизм юлашки тапхăрне куçнă май, çын тĕппипех улшăнать. Халĕ ăна ĕçмелли çеç кирлĕ, ăна тупма чăрмантаракан кашни сăлтавах вăл тĕппипех пĕтерме хатĕр.

- Мĕнре-ха çак чирĕн сăлтавĕ?

- Алкоголизм чирĕ - социаллă чир. Тепĕр майлă каласан, вăл обществăра пулса иртекен пысăк улшăнусемпе те çыхăннă. Обществăри йывăрлăх нумай çемьене, уйрăмах çамрăксене, йывăрлăха кĕртсе ỹкерет. Чылайăшĕ вара хăйсен пурнăçне эрехпе çăмăллатма тăрăшать. Тепĕр сăлтавĕ - çын кулленхи пурнăçра йывăрлăхсене хăй татса пама пĕлменни, çăмăл пурнăç шырани. Кун пеккисем хăйсен кăмăл-туйăмне эрехпе кăна лайăхлатма тăрăшаççĕ.

- Енчен те алкоголизмпа чирлекен ашшĕ-амăшĕнчен çуралнă ачасем мĕн пĕчĕкренех урăх çемьере ỹссен, эрех ĕçнине курмасан, тен, çак чир вĕсемшĕн хăрушă мар?

- Шел пулин те, хăш-пĕр чухне ашшĕ-амăшĕн генĕсем ачисене куçаççĕ. Çакна ученăйсем тĕпчесе палăртнă. Ун пек ачасен те алкоголизм чирĕпе чирлес хăрушлăх питĕ пысăк. Çавăнпа вĕсене мĕн пĕчĕкрен пĕр тумлам эрех те ĕçме юраманнине каласа, вĕрентсе ỹстермелле.

- Алкоголизм чирĕ шурă эрех ĕçнипе кăна пуçланать-ши, сăра тата мĕнле сиен кỹрет?

- Чир кирек мĕнле спиртлă шĕвекрен те пуçланать. Сăрара та этил спирчĕ пур. Чи анлă сарăлнă сăрасен градусĕ 4-5 процентпа танлашать. Апла-тăк, 100 грамм сăрара таса спирт вăтамран тăватă грамм, пĕр кĕленчере - çирĕм грамм, 1 литр сăрана 100 грамм шурă эрехпе танлаштарма пулать. Сăрапа иртĕхни шалти органсене чирлеттерет. Чĕре куллен сăра ĕçнипе пысăкланса каять, унăн мышцисем çỹхелеççĕ. Çавна май миокард инфаркчĕн хăрушлăхĕ ỹсет. Тухтăрсем çакăн пек чĕрене "сăра" чĕри теççĕ. Тата çакна та каласа хăвармалла. Сăра вĕретнĕ чухне кăпăк стабилизатор вырăнне кобальтпа усă кураççĕ. Вăл та чĕре ĕçне вăйлах пăсать. Пĕвер аманать, цирроза куçма пултарать. Тата сăра шăк çулĕсемшĕн сиенлĕ - усал шыçă чирĕсем (рак чирĕсем) пуçланас хăрушлăх питĕ пысăк.

- Юлашки çулсенче урамсенче, магазин çывăхĕсенче "фанфурик" е одеколон пуш кĕленчисем йăваланса выртаççĕ. Вĕсен сиенĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Эрех вырăнне усă куракан япаласем шутне одеколон, кантăк тасатмалли шĕвексем, тĕрлĕрен сиенлĕ спиртсем кĕреççĕ. Кил хуçалăхĕнче усă курнăран вĕсем яланах алă айĕнче. Эрех чирĕпе аптăракансем вара мухмăр вăхăтĕнче çак шĕвексене ĕçме пуçлаççĕ, вилсе каяссине те пĕлмеççĕ. Çакна калани те вырăнлă, одеколон, "фанфуриксем" ĕçсен çын хăвăрт ỹсĕрĕлет, анчах часах урăлаймасть, хăйне ухмах çын пек тытать, пурнăçран уйрăлса каяс шухăш та çуралать. Ĕçекенсен апат хуранĕ, пĕверĕ, пỹри, чĕри хăвăрт хавшать. Нумайăшĕн куçĕсем курми, хăлхисем илтми пулаççĕ, çитменнине тата куçа тем те пĕр курăнма тытăнать. Чылайăшĕ вара пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса каять.

Çитĕнсе çитнĕ çынсем эрехпе туслашни питех те хăрушă пулăм, çамрăксем ĕçни вара пушшех те кулянтарать.

"Ĕçкĕпе иртĕхни - хамăр ирĕкпе ухмаха тухни", - тенĕ Гиппократ темиçе ĕмĕр каяллах. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăннине нимĕн те çитмест. Аслисем вара ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулмалла.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика