АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 5 çуллăха ирĕркрен хăтарма пултараççĕ

28 октября 2016 г.

 Нумаях пулмасть районти шалти ĕçсен пайĕ О. гражданина айăпласа пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Кăçалхи августăн 1-мĕшĕнче О. эрех ĕçсе киккирикне хĕртнĕ хыççăн Л. гражданинăн сарайне çунтарса яма шут тытнă. Усал шухăш тытнăскер çĕрле икĕ сехет иртсен сарай патне çитсе сигарет пачкине çунтарса ăна сарайне ывăтнă та тарнă. Сарайĕнче Л. гражданин типĕ утă упранă пулнă. Вутра Л. гражданинăн утти çунса кĕлленнĕ, вăл 100 000 ытла тенкĕлĕх тăкак тỹснĕ. Алхасма пикеннĕ пушара вăхăтра сисмен пулсан сарай хуçи килĕпе шалти пурлăхĕсĕр тата мунчасăр та тăрса юлма пулта-ратчĕ.

О. гражданин ятарласа преступлени тунăшăн РФ УК 167 статйин 2-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн уголовлă яваплăх тытĕ. Ăна 5 çуллăха ирĕкрен хăтарма е 5 çул ирĕксĕр ĕçлеттерме пултараççĕ.

М.ЕВДОКИМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика