28 октября 2016 г.
Пирĕн пурнăçра юлашки вăхăтра интернет пысăк вырăн йышăнма пуçларĕ. Унпа халь ĕçре е вĕренỹре çеç мар, килте те нумай усă куратпăр. Патшалăх паракан пулăшусене электронлă майпа илме питĕ меллĕ. Укçа-тенке те урăх хулана е çĕршыва куçарма та ансатланчĕ. Уссине татах та асăнса кайма пулать. Анчах тĕнче тетелĕн тỹнтерле енĕсем те пур. Ун урлă çынсене улталанă тĕслĕхсем уйрăмах юлашки çулсенче йышланчĕç. Хамăра мĕнле хỹтĕлемеллине пĕлсен çавнашкалли сахалрах пулĕччĕ.
Ачасем те интернетпа анлă усă курнине шута илсе вĕсене виртуаллă хутлăхри хăрушсăрлăх меслечĕсене вĕрентмеллех. Çав самантсене тĕпе хурса юпа уйăхĕн 27-30-мĕшĕсенче Раççейри мĕнпур шкулта, çав шутра пирĕн районта та, интернетри хăрушсăрлăх енĕпе пĕрлĕхлĕ уроксем иртеççĕ. Ку проект кăçалхипе виççĕмĕш хут пурнăçланать. Интернетри хăрушсăрлăх енĕпе пĕрлĕхлĕ пĕрремĕш урока 2014 çулта РФ Федераци Канашĕн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ.
Акци тĕрлĕ мероприятисемпе пуян пулĕ. Вĕсем пурте хăрушсăрлăх шайне ỹстерессипе çыхăннă. Ача интернетра ларнă чухне ашшĕ-амăшĕн, педагогăн тимлĕрех пулмалла. Акци йĕркелỹçисем шăпах çакна ăнлантарасшăн та.
Интернетра ултавçăсен аллине лекесрен мĕн тумалла? Хăвăрăн даннăйсене йĕксĕксенчен епле сыхламалла? Компьютера вирусран епле хỹтĕлемелле? Çак тата ытти ыйтусене шăпах тематика урокĕсенче, "çавра сĕтелсенче", ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче, конкурссемпе викторинăсенче уçăмлатĕç.
Лидия ГЛИНКИНА,
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн информатикăпа математика учителĕ:
- Интернет - илĕртỹллĕ тĕнче. Унта тем тĕрлĕ информаци, вăйă пур, пĕр-пĕринпе çыхăну тытма та пулать. Анчах меллипе пĕрлех вăл питĕ каварлă та. Çавăнпа шкул ачисене интернетпа усă курнă чухне хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнмаллине кашни урокрах ăнлантаратпăр. Çĕнĕ вĕренỹ çулĕ пуçланас умĕн çулсеренех çакăн пирки асăрхаттарса алă та пустаратпăр. Вĕренекенсене социаллă сетьсенче сăнỹкерчĕксене, харпăр хăй çинчен калакан информацие ытлашши лартма юраманни, çакă мĕн патне илсе çитерме пултарни çинчен каласах тăратăп. Енчен те вĕсен страницисенче çавнашкаллисене курсан хуратма ыйтатăп. Ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче те ачисем мĕнле интернет-ресурссене кĕнине сăнамаллине пĕрмаях калатпăр.
Надежда Л.,
виçĕ ача амăшĕ:
- Паян, информаци технологийĕсем пысăк хăвăртлăхпа аталаннă вăхăтра, ачасен интернетри хăрушсăрлăхĕ пирки тарăнрах шухăшлама тивет. Ача-пăчана психикăпа сывлăхшăн сиенлĕ информацирен хỹтĕлемеллех. Çемьере чи малтанах ачапа интернетри хăрушсăрлăх ыйтăвне пĕрле сỹтсе яватпăр, тĕрлĕ сетьсем мĕнле хăрушлăх кăларса тăратма пултарнине ăнлантарса паратпăр, вĕсем хăш сайтсемпе усă курнине, камсемпе калаçнине тĕрĕслесех тăратпăр, ятарлă пароль лартасси пирки те шутлатпăр. Кашни çулах Раççейре, республикăра интернетри хăрушсăрлăх енĕпе пĕрлĕхлĕ урок ирттерни пысăк витĕм кỹрет. Шăпах çак уроксенче хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене туллин сỹтсе яваççĕ.
Источник: "Каçал Ен"