25 октября 2016 г.
Çĕнĕ Мăратра пурăнакан Нина Васильевна Майорова çак кунсенче сумлă юбилейне паллă тăвать. Апла пулин те кинеми ĕçре те, пурнăçра та çав тери харсăр, хĕрỹлĕхĕ иксĕлми тейĕн. Килти пахчара темĕн те пĕр ỹстерет, чăх-чĕп, качака тытать.
Ỹркенмесĕр ĕçлеме ăна нуша вĕрентнĕ. Нумай ачаллă çемьере ỹснĕскерĕн, хĕрсенчен аслин - Нинăн - кĕçĕннисене пăхмалла пулнă. Килти ĕç пĕтĕмпех ун çине тиеннĕ.- Анне ĕçе кайнă чухне мана мĕн тумаллине çирĕп каласа хăваратчĕ. Пĕчĕкренех пире ĕçе хăнăхтарса ỹстернĕ. Çичĕ пĕртăван пулнă эпир. Йĕкĕреш ывăлсем те пурччĕ, - каласа парать иртнине аса илсе Нина Васильевна.
Маттур хĕрарăм Çĕнĕ Мăрат ялĕнчех çуралса ỹснĕ, ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те кунтах иртнĕ, савнă мăшăрĕпе те тăван ялтах тĕл пулнă. Виталий Петровичпа вĕсем 48 çул килĕштерсе пурăннă. Виçĕ хĕрпе икĕ ывăла кун çути парнеленĕ. Вĕсем пурте çемьеллĕ, ача-пăчаллă. Шел пулин те, мăшăрĕ 10 çул каялла вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Паян кинемей пĕчченех пурăнать. Пушă вăхăтра алă ĕçĕ тăвать, килкартинче кăштăртатать. Пĕр куна та усăсăр ирттермест вăл. Ĕмĕр тăршшĕпе ĕçлеме хăнăхнăскер, паян та вăй çитнĕ таран тĕрлĕ ĕç тăвать.
Нина Васильевна ĕмĕр тăршшĕпех сывлăх сыхлавĕнче ĕçленĕ. Вăл 30 çул ытла районти тĕп больницăри терапи уйрăмĕнче санитаркăра тăрăшнă. Пĕр вăхăт Çĕнĕ Мăратри больница ĕçченĕ те пулнă. Тивĕçлĕ канăва тухнă хыççăн та ваттисен çуртĕнче ĕçленĕ.
Нина аппан пурнăçĕпе кăсăкланса ыйту хыççăн ыйту паратăп.
- Пĕлетĕр-и, эпĕ хамăн кун-çул пирки пĕтĕмпех ятарлă тетрадь çине çырса пынă. Чăн-чăн пурнăç кĕнекиех вăл. Кашни кунхи ĕçсем, çĕнĕлĕхсем, çемьери уявсем, паллă кунсем, ачасен, мăнуксен паллă саманчĕсем, пурнăçĕ - пĕтĕмпех çак кĕнекере шăрçаланать, - хуравларĕ Нина аппа.
Кун-çул тетрадĕнче пĕтĕм ыйту çине хурав пур, паллах. Вăл - Майоровсен çемйин пурнăç кĕнеки, историйĕ. Вăхăт иртсен мăнукĕсем ăна савăнсах алла илсе вулĕç, кукамăшĕн, асламăшĕн кун-çулне яланах асра тытĕç, ыттисене те кун пирки савăнса каласа парĕç.
А.ЕФРЕМОВА.
Источник: "Каçал Ен"