АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă та сулмаклă ĕç

25 октября 2016 г.

 Иртнĕ кунсенче Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" типографире Л.К.Кадкин çырнă "Сказанье о людях деревни моей" кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Лев Кириллович Кадкин - ача-пăча çыравçи, 5 кĕнеке авторĕ.

Калавсем кĕнекене чĕрĕлĕх, чунлăх кỹреççĕ. Хамăр пурăнакан тăван тавралăха сăнаса, çуралнă ялăн историллĕ шăпине анлăраххăн тĕпчесе, халăх çине татăклă тĕрĕс хурав кăларнă Лев Кириллович. Ял хăçан пуçланнă? Ăна мĕншĕн Кĕçĕн Каçал ят панă? Ял тытăмĕ мĕнле халăхран, хăш вăхăтра чăмăртаннă? Авалхи çынсен тĕрлĕ ĕмĕрти шăпи-кун-çулĕ, мехелĕ-ĕçченлĕхĕ, ăсталăхĕ, паттăрлăхĕ, йăли-йĕрки, культури юлнă кĕнекере. Кашни темăнах документсемпе, ветерансен аса илĕвĕсемпе çирĕплетнĕ. Кунта, тĕрĕссипе, пĕр пушă сăмах та çук. Кĕнеке архив материалĕсемпе питĕ пуяннине те палăртмалла.

1917 çулхи революци хыççăн ял еплерех пурăннă-ха? Ку темăна та тĕплĕн çырса кăтартнă Лев Кириллович. 1921 çулхи выçлăх вăхăтне илер тата. Выçăпа асапланакан çĕр-çĕр чăваш ачине, çав шутра Кĕçĕн Каçалтан Полина Кадкинана та Мускава илсе кайнă, çапла вара вилĕмрен, ыйткаласа е çапкаланса çỹресрен хăтарнă.

Çирĕммĕш ĕмĕр, совет самани, тĕнче вăрçи, Октябрьти революци, граждан вăрçи, колхоз юхăмĕ, унта хутшăннисен тулли списокĕ пур. Хуçалăхпа культура аталанăвне те асăннă кĕнекере. Вăрçă вăхăтне çулăн-çулăн фронтпа тыл çыннисемпе вĕсен çырăвĕсем урлă сăнарланă. Тăван çĕршывшăн çапăçса вилнисене, Аслă Отечествăлла вăрçăран тăван тăрăха çĕнтерỹпе, орден-медальпе таврăннисене ятран асăннă.

Вĕренỹ аталанăвне вара пуçламăшĕнчех тĕплĕн сăнласа панă. Çутта кăларасссипе тăрăшнă çынсен, ялти шкула нумай çул ертсе пынă директорсен ячĕсене ырă сăмахпа асăннă кĕнеке авторĕ. Вĕсен шутĕнче Василий Ильич Красников, Николай Павлович Счетчиков тата ыттисем те.

Ял-йыш хисепне тивĕçнĕ çынсене халалланă очерксем те кĕнекере тĕп вырăн йышăнаççĕ: Полина Михайловнăпа Алп Адамович Лаакконенсем, пĕртăван Тамарăпа Николай Красновсем, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Петр Краснов...

Çавăнпа пĕрлех кĕнекере вырăнти "Красный маяк" колхоз председателĕсене, ял Совет ертỹçисене ятран асăннă, вĕсен пурнăçĕ çинчен чуна пырса тивмелле çырса кăтартнă. Вĕсене кунта та асăнса хăварар: Григорий Кокорев, Виктор Кокорев, Павел Марин, Василий Чернов.

Кĕнекере социаллă тытăм ĕçченĕсемпе патшалăх деятелĕсем, промышленноçăн, ял хуçалăхĕн, культурăн, вĕрентĕвĕн, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ячĕсене, патшалăх наградисене тивĕçнĕ çынсем пирки вулама пулать.

Лев Кириллович питĕ пысăк ĕç тунă. Истори, археологи, этнографи, культура, литература тĕслĕхĕсене шĕкĕлченĕ. Л.Кадкинăн кĕнеки районти библиотекăсемшĕн, шкулсемшĕн, ял çыннисемшĕн усă курма юрăхлă, кирлĕ мул пулĕ.

В.ФЕДОТОВ,

философи наукисен докторĕ, И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ профессорĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика