АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Декретра та професси илме май пур

25 октября 2016 г.

 Ачана виçĕ çула çитиччен пăхмашкăн отпуск илнĕ хĕрарăмсем ĕç рынокĕнче социаллă хỹтлĕх кĕтекен граждансен ушкăнне кĕреççĕ. Производство технологийĕсем пĕр вырăнта тăманни, кунсерен çĕнелсе пыни, унсăр пуçне декрет отпускĕ вăхăтĕнче хĕрарăм хăнăхăва тата ăсталăха палăрмаллах çухатма пултарни çамрăк аннесене ĕç вырăнне тухма чăрмав кỹреççĕ. Виçĕ çула тăсăлнă тăхтав хыççăн ĕç-хĕле кỹлĕнме пулăшакан çăлăнăç - районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр янипе професси алла илни е малтанхи квалификацие ỹстерни. Вĕренни ĕç условийĕсене хăнăхмалли тапхăра кĕскетме, професси ăсталăхне аталантарма, çĕнĕ вырăнта кирлĕ компетенциллĕ пулма, ĕçпе тивĕçтерекенсене вара укçа-тенкĕ ытлашши тăкакламасăрах квалификациллĕ специалистсене йышăнма май парать.

Комсомольски районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр кăçалхи иртнĕ тапхăрта çеç çамрăк 8 амăшне квалификацийĕсене ỹстерме янă. Вĕсенчен 7-шĕ паянхи куна вĕренсе те пĕтернĕ. Вĕренме янă профессисенчен çамрăк аннесем ытларах "Оператор АСБУ "1С Предприятие", "Специалист по персоналу" профессисене суйласа илеççĕ. Асăннă хĕрарăмсем ЧР Ĕç министерствин "Аспект" вĕренỹпе методика центрĕнче пĕлỹ пухнă. Вĕсем пурте вĕренсе пĕтернĕ хыççăн экзаменсене ăнăçлă тытнине пĕлтерме уйрăмах кăмăллă. Унсăр пуçне пулас ĕçченсем патшалăх тĕслĕхĕллĕ свидетельствăсене те алла илнĕ.

2017 çулта вĕренме каяс кăмăллисем вара маларах çырăнса хума пултараççĕ. Хушма информацие Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт адреспа килсе илме май пур. Кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене 8(83539)5-13-79 номерпе те шăнкăравласа пĕлме пултаратăр.

К.КОКШИН,

директор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика