АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрне - соцпакет, теприне укçа-тенкĕ кирлĕ

25 октября 2016 г.

 Федерацин Чăваш Енре пурăнакан çăмăллăхçисем 2017 çулта социаллă пулăшу пуххипе еплерех усă курассине кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен уçăмлатса Пенси фондне заявлени çырчĕç. Комсомольски районĕнче пурăнакан федераци çăмăллăхçисен 90 проценчĕ çитес çул социаллă пулăшушăн укçан илес тĕллевлĕ. Кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен 176 çын соцпакет кирлĕ мар тесе заявлени çырнă. 29-шĕ тỹлевсĕр эмелсемпе тата социаллă пулăшупа усă курасшăн. Социаллă пулăшу пуххи виçĕ пайран тăрать: врач рецепчĕпе тỹлевсĕр эмел илесси (766 тенкĕ те 55 пус), санатори-курортра канасси (118 тенкĕ те 59 пус) тата транспорт çăмăллăхĕпе (110 тенкĕ те 09 пус) усă курасси. Хальхи вăхăтра соцпакет хакĕ - 996 тенкĕ те 23 пус.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика