25 октября 2016 г.
Раççей Президенчĕ Владимир Путин "Раççей Федерацийĕн Патшалăх Канашĕн консультаци комиссийĕн çĕнĕ йышне çирĕплетесси çинчен" хушăва алă пуснă.
Комиссин çĕнĕ йышĕ пĕчĕкленнĕ, унччен 20 çын пулнă, халĕ йышра регионсен 18 пуçлăхĕ юлнă. Ултă регион пуçлăхĕ хăйсен комиссири вырăнĕсене упраса хăварнă. Вĕсен хушшинче - Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Мускав мэрĕ Сергей Собянин, Калуга облаçĕн губернаторĕ Анатолий Артамонов тата ыттисем.
Патшалăх Канашĕн консультаци комиссине Раççей Президентне çĕршывăн, унăн субъекчĕсен социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн чи çивĕч тата пĕлтерĕшлĕ ыйтăвĕсене палăртас, вĕсене татса памалли сĕнỹсем хатĕрлес енĕпе пулăшма йĕркеленĕ.
Источник: "Каçал Ен"