АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çынна ял савать

25 октября 2016 г.

 Элпуç ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ, сывлăх сыхлавĕн хисеплĕ ĕçченĕ Валентина Ивановна Димитриева çак кунсенче 90 çулхи юбилейне паллă турĕ.

Валентина Ивановна хăйĕн çулĕсене кура мар вăр-вар та маттур, çирĕп ăс-тăнпа пурăнать, хаçат-журнал вулать. Уйрăмах "Хыпар" хаçата кăмăллать вăл, унăн кашни номерне чăтăмсăррăн кĕтет. Кинемей пĕччен пурăнать пулсассăн та кил-çуртра кашни япала хăйĕн вырăнĕнче. Картишĕнче тирпейлĕ, пахчара тĕрлĕ çимĕç, чечек ỹстерет.

- Вăхăта усăсăр, ахаль ирттерме хăнăхман. Кунĕпех мĕн те пулсассăн ĕçлетĕп, çуркунне, кĕркунне, çулла пахчара кашни çын валли ĕç çителĕклĕ, хĕллехи вăхăтра алă ĕçĕпе йăпанатăп, - сăмах пуçарчĕ Валя аппа.

Кинемейпе калаçнă май çамрăклăхне та аса илтĕмĕр. Вăл кунтисем мар, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьское ялĕнче çуралса ỹснĕ, тăххăрăн пĕртăван пулнă вĕсем. Вырăнти шкултан вĕренсе тухнă хыççăн Валя шур халатлă ĕçчен пулас ĕмĕте пурнăçласа Шупашкарти медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1946 çулта алла диплом илнĕ çамрăк специалиста направленипе пирĕн районти тĕп больницăна ĕçлеме янă. Валентина Ивановнăна Элпуçĕнчи медпункта ĕçлеме çирĕплетнĕ. Элпуç, Хирти Явăш, Тутар Элпуç ялĕсенче пурăнакансене сиплеме тытăннă вăл.

- Иртнине аса илсен куççуль тухать. Çынсем кĕçĕ, трахома, педикулез чирĕсемпе чирлетчĕç. Паянхи пек, хĕрарăмсем 1-2 кăна çуратман, çемьере 6-7 ача çитĕннĕ. Çулталăкра виçĕ ялта 200 ытла ача çут тĕнчене килетчĕ. Вĕсене пурне те вăхăтра тивĕçлĕ пулăшу памаллаччĕ, сиплемеллеччĕ. Каçпа та, çурçĕрте те çула тухнă, - каласа парать ветеран.

Элпуç ялĕнчи фельдшер пунктĕнче вăл 36 çул ĕçленĕ. Çак вăхăтра вун-вун çынна сипленĕ, кашнине сĕнỹ-канашпа пулăшнă. Паянхи кун та ялти чи хисеплĕ çынсенчен пĕри. Çынсемпе уççăн калаçать, кирек кампа тĕл пулсассăн та ăш-пиллĕ калаçу пуçарма пĕлет. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнать кинемей. Кашни кунах ирхи апатра пăтă çиет.

- Кăнтăрла - яшка, каçхине хуппипе çĕрулми пĕçеретĕп. Чей ĕçетĕп, турăх кăмăллатăп. Кăмака яшки мĕнле тутлă тата. Кукăль пĕçеретĕп, - сăмаха тăсать кинемей.

Валентина Ивановна çуралнă кун тĕлне те чуста хурса кăмакара кавăн кукли пĕçернĕ. Ăна çемьере чунтан кăмăллаççĕ иккен. Кавăн куклин рецептне те каласа кăтартрĕ.

- Кавăна вăррисенчен тата хуппинчен тасататăп. Валашка çинче вĕтететĕп. Кавăн сĕткенне кăштах сăрхăнтаратăп та вир кĕрпипе хутăштаратăп, тăвар, типçу яратăп. Кĕрпене каçхине шыва ярса лартмалла. Унсăрăн вăл пиçсе ĕлкĕреймест. Вир кĕрпипе кавăн кукли - чи тутли, - терĕ пĕçернĕ кукăльпе хăналаса ватă.

Тăхăр теçетке çул тултарнă ватă хĕрĕсемпе, мăнукĕсемпе чунтан савăнать. Ульяновск хулинче тĕпленнĕ йĕкĕрешсем, Нинăпа Зина, кỹршĕ ялта пурăнакан Люба тăван киле çитме яланах вăхăт тупаççĕ. Мăнукĕсем те кукамăшне кичемленсе ларма памаççĕ, наччасрах вĕçтерсе çитеççĕ. Асли пурнăçлама вăй çитереймен ĕçсенче вĕсем яланах пулăшаççĕ.

Юбилей кунĕнче район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ Надежда Петрова Раççей Президенчĕн саламне çитерсе парнепе чыслани те кинемей кăмăлне çемçетрĕ. Ĕçтешĕсем, район больницин тухтăрĕ Маргарита Федорова, Антонина Демина медицина сестри сывлăх сыхлавĕн ветеранне коллектив ячĕпе ăшшăн саламларĕç, çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх, вăрăм ĕмĕр сунчĕç. Элпуç ял тăрăхĕн культура ĕçченĕсем вара савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç. Çуралнă кун ячĕпе саламланăшăн, манманшăн Валентина Ивановна пурне те чĕререн тав турĕ.

"Ĕçчен çынна ял савать", - тенĕ ваттисем мĕн ĕлĕкрен. Çак сăмахсем вара шăпах Валентина Ивановна пирки. Унăн кун-çулĕ вăрăм та такăр пултăр.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика