25 октября 2016 г.
Юпа уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Саратовра РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пынă Канаш ларăвне хутшăннă. Атăлçи федераци округĕнче экономика секторне аталантарас ыйтупа çыхăннă лару ĕçĕнче Раççей Федерацийĕн суту-илỹпе промышленноç министрĕ пулнă.
Михаил Бабич тата Денис Мантуров "ЭКРА" НПП куравĕпе паллашнă, вĕсем Чăваш Ен предприятийĕн таварсен пахалăхне пысăка хурса хакланă. Электротехника енĕпе ĕçлекен предприятисен таварĕсемпе кăсăкланнине, çитес вăхăтра вĕсем пирĕн региона ĕçлĕ визитпа килме тĕллев лартнине каланă.
Пенза облаçĕн губернаторĕ Иван Белозерцев Шупашкарпа Пенза хушшинче пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕçлемелли ĕç хутне те тахçанах алă пусса çирĕплетнине, экономика, культура енчен çирĕп çыхăну пулнине асăннă. Оренбург облаçĕн губернаторĕ Юрий Берг кỹршĕллĕ Чăваш Республикипе тахçантанпах туслă пурăннине палăртса хăварнă.
Регионта промышленноç предприятийĕсем импорта улăштарас ĕçпе тапхăр-тапхăрăн ĕçлесе пыраççĕ. "ЭКРА" предприятин таварĕсене тĕнчипех пĕлеççĕ. Раççей рынокĕнче электротехника пайĕн таварĕсемпе пирĕн регионти предприятисем 40 процент йышăнаççĕ. Чăваш Республики хăйĕн инвестици илĕртỹлĕхне кулленех ỹстерсе пырать. Кăçал та наци рейтингĕнче РФ субъекчĕсем хушшинче инвестици илĕртỹлĕхĕн кăтартăвĕпе республика 6-мĕш вырăнта.
Иван БЕЛОЗЕРЦЕВ,
Пенза облаçĕн губернаторĕ:
"Чăваш Республикинче пепкесем вилнĕ тĕслĕхсен шучĕ Раççейĕпе те чи пĕчĕкки. Республикăра тирпейлесе кăларакан таварсен пахалăхĕ импортран нимĕнпе те уйрăлса тăманни куçкĕретех. Эпир Шупашкар хулин паха опытне хамăр ĕçре тĕпе хурса пурнăçлама тăрăшатпăр. Уйрăмах хулари тирпейлĕх пурин кăмăлне те çĕклет. Сирĕнтен, Чăваш Енрен вĕренмелли пирĕн сахал мар".
Источник: "Каçал Ен"