21 октября 2016 г.
Мăшăрланнине ĕнентерекен свидетельствăна тепĕр хут электрон почта урлă илме май пур-и?
ЧР Юстици министерствинчен ку ыйтăва çапла хуравларĕç: "ЗАГС органĕсем патшалăх регистрацийĕ тунине ĕнентерсе граждан тăрăмĕн актне патшалăх енчен регистрациленĕ пирки свидетельство параççĕ, унăн бланкĕн формине РФ Правительствин 1998 çулхи утă уйăхĕн 6-мĕшĕнче кăларнă 709-мĕш постановленийĕпе çирĕплетнĕ. Свидетельство бланкĕсене типографи мелĕпе хỹтĕлев паллисемлĕ ятарлă хут çинче хатĕрлеççĕ, çавăнпа вĕсене электрон почтăпа ярса памаççĕ.
Унсăр пуçне федерацин "Граждан тăрăмĕн акчĕсем çинчен" саккунăн 9 статйипе килĕшỹллĕн свидетельствăна тепĕр хут илме ирĕк пур çынсен йышне чикĕленĕ, çавăнпа ЗАГС органĕсен документсене тепĕр хут панă чухне ыйтакан çакнашкал право пуррине тĕрĕслемелле. Документ илни çинчен заявителĕн ятарлă журналта алă пусмалла".
Источник: "Каçал Ен"