21 октября 2016 г.
Çамрăк ăрăва патриотизмла воспитани парса ỹстересси - ашшĕ-амăшĕн тата педагогсен тивĕçĕ. Тăван çĕршыва юратма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе пырас пулать. Хальхи вăхăтра шкул ачисенче Тăван çĕршыва, тăван халăха юратас, унпа мухтанас, унăн историне хисеплес туйăмсене аталантарса пымалла. Ку тĕлĕшпе Асанкасси вăтам шкулĕнче пысăк ĕçсем туса ирттереççĕ.
Çак кунсенче вăрçăра пуç хунисене асăнса лартнă палăк тавра ачасемпе пĕрле çамрăк хунавсем лартса хăвартăмăр. Çак пысăк та пархатарлă ĕçе шкул ĕçченĕсем А.И.Филиппов, З.Д.Петухова, И.Н.Исаева, В.М Салаев хутшăнчĕç. Вĕсем хунавсем хатĕрлерĕç, йывăç лартмалли шăтăк чавма, хунава лартма вĕрентрĕç. Кунта саккăрмĕшсемпе вуннăмĕш классенче вĕренекенсем тăрăшрĕç. Ачасемшĕн ку питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулчĕ. Халĕ лартнă хунавсене тимлĕ пăхса тăмалла. Тепĕр темиçе çултан вĕсем çĕкленĕç те яла илем кỹрĕç.
Хăйсен ентешне, Совет Союзĕн Геройне Ф.Н.Чернова та, манмаççĕ Асанкассисем. Улттăмĕш, çиччĕмĕш классенче вĕренекенсем паттăр çуралса ỹснĕ çурт тавра тирпейлерĕç.
Çакăн евĕр ĕçсем ирттерни ачасене воспитани парас ĕçре тухăçлă, малашне тата лайăхрах ĕçлеме хавхалантарать.
О.КОПТАШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"