АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке çирĕп ыйтать

21 октября 2016 г.

 Çул çинчи тимлĕхе ỹстерес, водительсемпе çуран çỹрекенсене асăрхаттарас тĕлĕшпе районта тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Акă, октябрĕн 14-15-мĕшĕсенче Елчĕк тата Комсомольски районĕсенче "Нетрезвый водитель" операци иртрĕ. Çак вăхăтра инспекторсем çула тухнă водительсене тĕрĕслерĕç. Йĕркене пăсаканнисен, ỹсĕр çỹрекенсен вара япап тытма тиветех.

Тĕслĕхрен, рейд вăхăтĕнче тăватă ỹсĕр водителе тытса чарнă тата пĕрне ỹсĕррине пăхмасăрах водитель автомобиль шанса пани паллă. Тăваттăшĕн тĕлĕшпе административлă материалсем хатĕрлесе ĕçсене суда ярса панă. Пĕр водитель ячĕпе уголовлă ĕç пуçарас ыйту тăрать.

Саккун чăннипех те çирĕп ыйтать пулсассăн та, йĕркене пăсакансен йышĕ чакмасть. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра штраф виçисем ỹсни, водитель удостоверенийĕсĕр юлни тата тăтăшах авари пулни пирки çырни те, асăрхаттарни те ỹсĕр водительсене çула тухма чармасть. Çул çинче ỹсĕр çын айăпĕпе ыттисем те инкек курма пултараççĕ-çке. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасчĕ, эрех ĕçрĕр пулсассăн руль умне ларассинчен пăрăнăр.

Енчен те çул çинче ỹсĕр çын автомашинăпа çỹренине асăрхасассăн е курсассăн çийĕнчех районти шалти ĕçсен пайне пĕлтерĕр. Телефон: 8(83539) 5-14-13. Ỹсĕр водитель çул çинче инкек ан кăтарттăр.

Н.РАЙКОВ,

районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика