21 октября 2016 г.
Район центрĕ çулран-çул çĕнелсе, илемленсе пырать. Пурăнмалли çурт-сем те, магазинсем те хулари евĕр хăтлă, меллĕ. Урамсенче чечексем ỹстересси йăлана кĕчĕ. Вĕсем иртен-çỹрене ырă туйăм кỹреççĕ. Çапах та... кăмăла кайман тĕслĕхсем, пулăмсем те çук тееймĕн.
Урампа иртсе пынă чух çул хĕрринче кашни утăмра тенĕ пекех эрех-сăра, тутлă шывсен пушă кĕленчисем, пирус пачкисем, ытти ăпăр-тапăр йăваланса выртнине куратăн. Тен, çỹп-çап урнисене ытларах лартмалла?
Асфальт сарнă çулсем çинче шăтăк-путăксем йышлансах, тарăнлансах пыраççĕ. Хĕл çитиччен юсасчĕ те.
Çуртсен стенисем, алăкĕсем çине тем тĕрлĕ реклама çыпăçтаратпăр, электролини юписем çинче те вĕлкĕшеççĕ вĕсем. Саплăк лартнă пек курăнаççĕ. Рекламăсене ятарлă щитсем çине вырнаçтарасчĕ.
Шывсăр пурнăç çук тетпĕр те, хăшпĕр урамсенчи колонкăсенчен шыв юхнине курмăш пулатпăр. Тумлам чула шăтарать, текен каларăш пур. Пĕчĕккĕн юхса тăракан шыв та çул-йĕре сиен кỹрет. Сăмахран, ДОСААФ çумĕнчи колонкăран шыв юхни те йăлана кĕчĕ пулас.
Юханшыв тата пĕвесем çывăхне, çырмана тĕрлĕ каяш тăкакансем те çук мар. Вăрмана лавĕпех çỹп-çап тăкаççĕ.
Пасар таврашĕнче тата ытти çуртсем патĕнче те талпиçен, куршанак, вĕлтĕрен тата ытти çумкурăк ашкăрни никама та килĕшмелле мар пек. Хăнăхрăмăр-ши?
Нумай чухне "вак-тĕвеке" курмăш-пĕлмĕш пулатпăр пулас.
Район центрĕн тирпейлĕ сăн-сăпачĕ ытти ялсене те ырă тĕслĕх кăтарттăрччĕ. Чыслă пулни пурнăçа илемлетет, кăмăла çĕклет, "маншăн пур-пĕрех" текен ан пултăрччĕ.
Р.ПЕТРОВ
Источник: "Каçал Ен"