21 октября 2016 г.
Çемьере ывăл ача çуралсан "Салтака кайма юрăхлă пултăр", - тенĕ. Мĕн авалтан çапла пулнă, больницăран киле арçын ачана илсе килсен паян та çак сăмахсене калаççĕ. Чăнах та, çирĕп сывлăхлă каччă салтака кайма тивĕç, унсăрăн çĕршыва кам хỹтĕлĕ?
Октябре кĕни кĕркуннен иккĕмĕш уйăхĕ тытăннине кăна мар, çĕршывра кĕрхи призыв пуçланнине те пĕлтерет. Чăваш Республикин Çар комиссариачĕн Комсомольскипе Елчĕк районĕсен граждансене çар службине йыхравлас тата хатĕрлес уйрăмĕн начальникĕ Ирина Козлова хыпарланă тăрăх, кĕрхи призывра икĕ районтан 80-на яхăн çамрăка йыхравлама палăртнă. Йыш пĕлтĕрхи кĕркуннехинчен нумайрах, çулталăк каялла 62 çамрăк хĕсмете кайнăччĕ. Яланхи пекех, яшсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесне саланĕç.
Çамрăксене çара ăсатмалли тапхăр пуçланнă май призыв комиссийĕ малтанхи кунсенченех хĕрỹ ĕçе тытăннă. Тĕрĕссипе, вăл пĕр самантлăха та чарăнман: алла кĕрхи призывра повестка илекен каччăсен сывлăхне çулталăкĕпех тĕрĕсленĕ, хăшне-пĕрне сипленĕ те. Каччăсен çĕршыва сыхлас ĕмĕчĕ пысăк пулин те хăшĕн сывлăх енчен кăлтăксем пурри паллă - çакна специалистсем яр уççăн пĕлтереççĕ. Сăмахран, сигарет туртакансем пур, ỹт-пỹ çирĕплĕхĕ кирлĕ шайра мар. Ку енĕпе арçын ачасен ĕçлемелли çителĕклех, салтак пурнăçне мĕн пĕчĕкрен хатĕрленмелле - сывă пурнăç йĕркине пăхăнса, спортпа туслашса.
"Уй варринче лаштра юман, атте тесе, ай, кайрăм та..." - çапла юрлатчĕç ялсенче яша салтака ăсатнă чухне. Акă, иртнĕ кану кунĕсенче Комсомольски районĕн хăш-пĕр ялĕсенче çак юрă сăмахĕсем таврана саланчĕç. Октябрĕн 18-мĕ-шĕнче вара, ытларикун, Елчĕк тата Комсомольски районĕсенчи сывлăх енчен тĕреклĕ 11 каччă тăванĕсемпе, юлташĕсемпе вăхăтлăха сывпуллашса çĕр-шывăн тĕрлĕ çар чаçне салтака тухса кайрĕ. Пирĕн районти Семен Антонова (Вăрманхĕрри Чурачăк), Станислав Калашникова (Кивĕ Сĕнтĕр), Руслан Алексеева (Хирти Ĕнел), Петр Ефимова (Дубовка), Денис Конторские (Кивĕ Сĕнтĕр) тăванĕсемпе юлташĕсем чăваш ятне çỹлте тытма наказсем парса ячĕç. Ĕçчен чăваш таçта кайсан та аптрасах каймасть. Вĕсем те маттур та хăюллă тата ыттисемшĕн ырă тĕслĕх вырăнĕнче пуласса, çар тивĕçне чыслăн пурнăçласса, салтак ятне çỹллĕ шайра тытасса шанатпăр.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"