21 октября 2016 г.
Октябрĕн 18-мĕшĕнче районта Чăваш Республикин культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕ Константин Яковлев, професси искусствин, вĕренỹ тата халăх пултарулăхĕн пай начальникĕ Инна Ильина, культура пуянлăх объекчĕсене упракан пайăн строительство, пурлăхпа техника базин сектор заведующийĕ Анатолий Тимофеев пулнă.
Чи малтанах вĕсем район администрацийĕн пуçлăхĕпе Алексей Самаркинпа тата культура ĕçченĕсемпе курнăçнă, анлă канашлу ирттернĕ. Канашлура районти культура сферин аталану ыйтăвĕсене, вĕсен паянхи ĕç-хĕлне туллин сỹтсе явнă. Тĕп ыйтусенчен пĕри - районти культура учрежденийĕсенче юсав ĕçĕ йĕркелесси, пурлăхпа техника никĕсне пуянлатасси. Константин Яковлев культура ĕçченĕсене хăйсен ĕçне пахалăхлă пурнăçласси çине те пысăк тимлĕх уйăрма ыйтнă.
Ĕçлĕ ушкăн районти искусство шкулĕн пурнăçĕпе те паллашнă. Ферит Гибатдинов директор пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна искусство шкулĕнче 411 ача вĕренет, ăсталăхне ỹстерет. Вĕсем ташлаççĕ, юрлаççĕ, ỹкереççĕ, тĕрлĕ инструментпа калама хăнăхаççĕ. Пултаруллă педагогсем вĕрентекен ачасем тĕрлĕ конкурссене хутшăнса республика, Раççей шайĕнче, çĕршыв тулашĕнче палăраççĕ.
- Шкулта пурнăç вĕресе тăни чăннипех те савăнтарать. Ачасем тĕрлĕ енлĕ аталанаççĕ. Çакă - чи пахи, - палăртнă Константин Геннадиевич. Районти культурăпа кану центрĕн ĕç-хĕлĕпе те министр вырăна çитсе паллашнă.
Районти культура çуртне çĕнетессине пурте пĕрле сỹтсе явнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"