21 октября 2016 г.
Октябрĕн 19-мĕшĕнче, юнкун, Чăваш Енре, çав шутра пирĕн районта та, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Ĕçлĕ ушкăнсем ял тăрăхĕсене çитсе тĕлпулусем ирттернĕ, çак тĕп ыйтусене сỹтсе явнă: 2016 çулхи сентябрĕн 18-мĕшĕнче иртнĕ Пĕрлехи сасăлав кунĕн кăтартăвĕсем, республикăри çулсем çинчи хăрушсăрлăхшăн тăрăшасси тата çул-йĕр çинчи хальхи лару-тăру, кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли мерăсем çинчен, 2017 çулхи пĕрремĕш çур çул валли хаçат-журнал çырăнмалли кампани мĕнле шайра пулни çинчен.
Çав кун район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин Аслă Çĕрпỹел тата Кайнлăк ял тăрăхĕсенчи Н.Любимов тата Н.Михайлов фермер хуçалăхĕсене çитсе курчĕç, унти ĕçсемпе паллашрĕç. Ĕçлĕ ушкăн Любимов фермер хуçалăхĕнче сĕт-çу цехне тăвакан ĕçпе кăсăкланчĕ. Унсăр пуçне кунта выльăх пăхакансен çуртне çĕнетнĕ, общежити тăвасси те вĕçленсе пырать, çитес вăхăтрах фермăра тăрăшакансем вĕр çĕнĕ столовăйĕнче апатланма пикенĕç тата. Николай Любимов фермер хуçалăхĕнче паянхи куна 111 пуç ĕне, вĕсенчен 55-шĕ - сĕт параканнисем. 9 уйăхра вара ĕнесенчен 109 тонна сĕт суса илнĕ. Кăçал тата ферма пуçлăхĕ çемье фермине аталантармашкăн 4 миллион тенкĕ ытла грант илме тивĕç пулнă. Çак укçапа вăл фермăра юсав ĕçĕсем ирттерме усă курнă та.
Малалла пуçлăхсем "Турхан" ЯХПКна çитрĕç. Хуçалăхра кăçал 250 гектар пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă, асăннă гектарсенчен 4500 тонна тухăç илнĕ. Унсăр пуçне çуркунне 14 гектар çĕрулми лартнă. Паянхи куна ăна веçех пуçтарса кĕртнĕ, 70 тонна "иккĕмĕш çăкăр" пỹлмесене кĕнĕ. Ĕçлĕ ушкăн кунта Н.Михайлов фермер хуçалăхĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланчĕ. Хуçалăха çитсен купăста ани çинче ĕçсем пыратчĕç. Ĕçе хутшăнакансем чылайăн пулнăран çакă чăрмавсем кăларса тăратмасть. Хуçалăх ертỹçи Николай Михайлов пĕлтернĕ тăрăх, 3-4 кунра ку ĕç вĕçленĕ те, çак культурăна вырнаçтарас енĕпе те йывăрлăхсем пулмалла мар, эппин, унпа аван тупăш илме май пур. Хуçалăх хранилищисенче те ĕç вĕресе тăратчĕ. Кунта машинăпа е тракторпа хĕлле упрама илсе килнĕ çимĕçе пушататчĕç. Алексей Александровичпа Илдус Хадзятович ĕçлекенсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе яврĕç, тулли хуравсем пачĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Светлана Ульдина, социаллă хỹтлĕх пайĕн ертỹçи Ираида Никитина вара Тукай ял тăрăхне çитрĕç. Вĕсем ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе Ольга Андреевăпа тата специалистсемпе çĕр пайĕсене регистрациленĕ чухне тĕл пулакан кăткăс самантсене сỹтсе яврĕç.
Çĕнĕ Мăрат вăтам шкулĕнче вара хăнасем Ваттисен кунне пухăннă ĕç ветеранĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Кашниех аслă ăрăва уяв ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх суннисĕр пуçне информкун йĕркине кĕртнĕ ыйтусемпе тата тăван районăн экономики, социаллă аталанăвĕ пирки калаçрĕ, ыйтусем çине те хуравларĕ. Ветерансен вырăнти канашĕн председателĕ Клавдия Жестянкина Çĕнĕ Мăрат тата Вутлан ялĕсенче пурăнакан ватăсен пурнăçĕ çинче чарăнса тăчĕ. Икĕ ялта 192-ĕн вĕсем. Чи асли - 98 çулта.
"Рассвет" ял хуçалăх производство кооперативĕн ĕçĕ-хĕлĕпе те кăсăкланчĕç С.Г.Ульдинапа И.А.Никитина. М.Р.Афанасьев председатель хуçалăхăн çитĕнĕвĕсем, ĕçре тĕл пулакан чăрмавсем çинче чарăнса тăчĕ, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ.
Ĕçлĕ ытти ушкăнсем Хирти Сĕнтĕр, Элпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулнă.
Н.АРХИПОВА,
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"