21 октября 2016 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче Пĕтĕм Раççейри "Деловая Россия" обществăлла организацие йĕркеленĕренпе 15 çул çитнĕ ятпа ирттернĕ съезда хутшăннă.
Съездра стратегиллĕ приоритетсене тата экономика пайĕнчи актуаллă ыйтусене сỹтсе явнă. Съездăн тĕп пайне Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин хутшăннă.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Деловая Россия" обществăлла организацие юбилей ячĕпе саламланă, съезд бизнес-пĕрлешỹсене, влаçри çынсене экономикăри тата социаллă пурнăçри чи актуаллă ыйтусене татса пама пысăк витĕм кỹнине палăртнă. "Кунта эпир Раççейри мĕнпур субъектсен ертỹçисене куратпăр. Пысăк технологисене пăхăнса ĕçлекен организацисемпе предприятисен ертỹçисемпе паллашатпăр. Палăртма кăмăллă, предпринимательсем халăх валли сахал мар ĕç вырăнĕ йĕркелеççĕ", - тенĕ регион ертỹçи Михаил Игнатьев.
Суту-илỹ енĕпе пирĕн республикăпа тĕнчери 83 çĕршыв тачă çыхăнса ĕçлет.
"Технониколь" корпораци Президенчĕ Сергей Колесников Чăваш Енре вак тата вăтам предпринимательлĕх çирĕп тата ăнăçлă аталаннине палăртнă. "Экономикăри ỹсĕме Чăваш Республики çирĕплетет. Ял хуçалăх пайĕ ăнăçлă аталанать. Промышленноç, электротехника вăй илсе пырать. Чăваш Енре ĕç климачĕ лайăх, халăх ĕçе юратать, географи тĕлĕшĕнчен республика çав тери ăнăçлă вырăнта вырнаçни те паха", - тенĕ вăл.
КОММЕНТАРИ
"Деловая Россия" Президенчĕ Алексей РЕПИК:
"Регионсен инвестици рейтингĕ лару-тăрăва хаклама кăна мар, ĕç климатне лайăхлатассипе ĕçлессине ỹстерет. Çак ĕçсене пурнăçлама пĕтĕмпех субъект ертỹçин командин вăй хумалла. Енчен те ушкăн лайăх ĕçлесен, бизнес аталанăвĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине субъект пуçлăхĕ ăнланать пулсан, çитĕнỹсемпе палăрасси те куçкĕретех пулĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Васильевич Игнатьев ытти ертỹçĕсемшĕн лайăх тĕслĕх вырăнĕнче. Республика вăйĕ вăйлă, çирĕп предпринимательсем пулнине вăл питĕ лайăх ăнланать".
Источник: "Каçал Ен"