18 октября 2016 г.
Юпа уйăхĕн 24-29-мĕшĕсенче республикăра Пĕтĕм чăвашсен "Асам" кинофестивалĕ иртет. Кăçалхипе ăна иккĕмĕш хут йĕркелеççĕ.
Хальхинче фестивале 22 ĕç тăратнă. Жюри илемлĕ, документ, анимаци фильмĕсене хаклĕ. Конкурса тăратнă 8 анимаци фильмĕнчен 3-шне Улатăрти ача-пăча ỹнер шкулĕнче хатĕрленĕ. Палăртмалла: кăçалхи кинофестивальте Казахстанри, Тутарстан, Пушкăртстан, Алтай республикисенчи режиссерсен ĕçĕсемпе те паллашма май пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"