18 октября 2016 г.
Юпа уйăхĕн 17-21-мĕшĕсенче Чăваш Енре II Ял кинофестивалĕ иртет. "Юрататăп сана, тăван енĕмĕр!" фестивале Раççей тата наци кинематографине халалланă. Çак кунсенче Элĕкре, Сĕнтĕрвăрри хулинче тата Шупашкар районĕнчи Ишлей, Пархикасси ялĕсенчи, Çĕнĕ Лапсар поселокĕнчи культура центрĕсем чăн-чăн кинотеатра çаврăнĕç.
Фестиваль программи пуян та тĕрлĕ енлĕ. Кинофорум вăхăтĕнче Раççей тата наци киноискусствин çĕнĕ ĕçĕсемпе паллаштарма, актерсемпе тата режиссерсемпе тĕлпулусем йĕркелеме палăртнă. Фестиваль кунĕсене çавăн пекех республикăри кашни район историйĕпе паллаштаракан документлă фильмсем пуянлатĕç. Çынсене хăйсен районĕ вун-вун çул каялла мĕнле пулнине пăхма, паллах, кăсăклă пулĕ.
Кинофестиваль вăхăтĕнче фильмсене нумай функциллĕ "Киномобиль" культура центрĕ пулăшнипе кăтартĕç. Хальхи йышши оборудовани кирек хăш вырăнта та пысăк экрансем çинче çỹллĕ пахалăхлă фильмсем кăтартма май парать.
Источник: "Каçал Ен"