АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Алимент тỹлеменшĕн явап тытĕ

18 октября 2016 г.

 В. гражданин суд сакки çине ларнă. Темле хăрушă преступлени туман вăл. Алимент тỹлемен...

Арçыннăн çул çитмен ача пур. Анчах вăл ачине тивĕçлипе пăхман, ашшĕн тивĕçĕсене пурнăçламан. Çавна май ăна суд ĕçлесе илнĕ шалăвăн 1/4 пайне алимент тỹлеттермелле тунă пулнă. Анчах та арçын алимент тỹлеме васкаман, административлă саккуна пăснă. Суд приставĕсем вара ăна хирĕç административлă протокол хатĕрлесе суда янă. Суд В. гражданин айăплă тесе йышăннă, 60 сехет тĕрлĕ ĕçсем пурнăçлаттармалла тунă.

Халĕ арçыннăн хăйĕн яваплăхне туйса илме тата ывăлне йĕркеллĕ тата тулли пурнăç кирлине ăнланма вăхăт нумай пулĕ.

РФ ФССП Управленийĕн Чăваш Республикинчи Комсомольскинчи подразделенийĕ ашшĕ-амăшĕ ачисене пăхмашкăн алимент тỹлеменни 150 сехетчен ĕçсем пурнăçлаттарма е 10-15 талăка административлă майпа ирĕкрен хăтарма май панине пĕлтерет.

В.ИВАНОВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика