АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район территорийĕнче преступленисен шучĕ чакнă

18 октября 2016 г.

Октябрĕн 13-мĕшĕнче Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи шалти ĕçсен пайĕн ĕçченĕсем 2016 çулхи иртнĕ 9 уйăхра тунă ĕçсене пĕтĕмлетрĕç. Пĕтĕмлетĕве ирттерме Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин инспекци начальникĕ Николай Ефремов полици полковникĕ килсе çитрĕ. Çавăнпа пĕрлех пĕтĕмлетĕве РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн офицерсен составĕ, район администрацийĕн специалисчĕсем, Комсомольски районĕн прокурорĕ Владимир Николаев, шалти ĕçсен пайĕ çумĕнчи обществăлла совет председателĕ Геннадий Длинов тата ыттисем те хутшăнчĕç.

Чи малтанах пухăннисем умĕнче муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан полици подполковникĕ Александр Ахмеев доклад турĕ.

"Муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăм иртнĕ 9 уйăхра преступленисен шутне чакарас, обществăри право йĕркелĕхне, хăрушсăрлăха тивĕçтерес тата ытти тĕллевсене тĕпе хурса нумай тăрăшнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсассăн, "Комсомольский" уйрăмра регистрациленĕ преступленисен шайĕ республикăри вăтам кăтартуран икĕ хут пĕчĕкрех. Икĕ районта иртнĕ 9 уйăхра 197 преступлени регистрациленĕ, ку кăтарту 2015 çулхи çакăн пек тапхăрпа танлаштарсан 13,2 процент (30) сахалрах. Преступленисенчен 122-шне пирĕн районта тунă (2015 çулта - 138). Вĕсен шучĕ чакнин тĕп сăлтавĕ - пакунлă çынсем профилактика мероприятийĕсене тивĕçлĕ шайра ирттернинче", - терĕ Александр Александрович хăйĕн докладĕнче. Çавăнпа пĕрлех вăл икĕ район территорийĕнче те ултавçăсем банк карттисенчен укçа вăрланипе çыхăннă преступленисем иртнĕ çулхи пекех çивĕч ыйтусем хушшинче пулнине пĕлтерчĕ. Январь-сентябрь уйăхĕсенче пирĕн районта çакăн евĕр 11 преступление регистрациленĕ. Çухалнă çынсене шыраса тупассипе те шалти ĕçсен пайĕн сотрудникĕсем нумай ĕçленĕ. Шыравра 13 преступник пулнă пулсан, 10-шне шыраса тупнă, явап тыттарнă. Вăл ытти кăтартусем çинче те тĕплĕн чарăнса тăчĕ.

Çулсем çинчи хăрушсăрлăх пирки те манса каймарĕ пай начальникĕ. "Çынсем вилессине, суранланассине май пур таран чакармалла. Çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсакан водительсене нимĕнле каçару пулмалла мар", - çирĕп асăрхаттарчĕ вăл.

Çавăн пекех икĕ районăн полици начальникĕсен çумĕсем - полици подполковникĕ Сергей Кокорев тата полици майорĕ Алексей Карабурнашев - тухса калаçрĕç.

Сергей Арсентьевич уйрăмах йывăр преступленисене асăрхаттарас тĕллевпе "Çемье-йăла", "Алкоголь", "Мăкăнь" операцисем тата ытти профилактика мероприятийĕсем ирттерни çинче чарăнса тăчĕ. Профилактика ĕçĕсен тăрăмĕ çине халăх дружинникĕсен ĕçĕ-хĕлĕ пысăк витĕм кỹрет. Иртнĕ уйăхсенче дружинниксем тăрăшнипе районта административлă майпа саккуна пăснă 18 факта шыраса тупса палăртнă. 9 уйăхра икĕ районта (ГИБДД енĕпе пыраканнисене шута илмесĕр) административлă йĕркене пурĕ 1488 хутчен пăснине тупса палăртнă. Саккуна пăсакансене 727 700 тенкĕлĕх штраф панă. Шел пулин те, эрех ĕçекен çынсен час-часах саккуна пăсас шухăш çуралать. Çак енĕпе регистрациленĕ преступленисен шучĕ вара чакнине пĕлтерме кăмăллă. Пĕлтĕр 77 преступлени пулнă пулсассăн, кăçал - 62. Çавăнпа пĕрлех полици сотрудникĕсем саккуна пăсма пултаракансене профилактикăлла учета илни те пĕлтерĕшлĕ. Октябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне районта пурăнакан 128 çынна учета илнĕ. Вĕсенчен 26-шĕ - "формальниксем", 21-шĕ - çул çитмен йĕркене пăсакансем, 43-шĕ - условлă майпа айăпланнисем. Çавăн пекех унччен судпа айăпланнисемпе те пакунлă çынсем тĕрлĕ мероприятисем пурнăçлаççĕ.

Экономика хăрушсăрлăхĕн пайĕн начальникĕ - полици майорĕ Сергей Свинин экономика сферинчи лару-тăрупа паллаштарчĕ. Полици сотрудникĕсем икĕ районта кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче çак йышши 14 преступление тупса палăртнă. Комсомольски рай-онĕнче вара - 8. Çавăнпа пĕрлех пакунлисем коррупципе çыхăннă 4 ĕçе регистрациленĕ.

Канашлура икĕ район территорийĕнче наркотикпе, хĕç-пăшалпа çыхăннă преступленисене тупса палăртасси йĕри-тавра та калаçу пулчĕ. Иртнĕ уйăхсенче кашни районта наркотиксен саккунсăр çаврăнăшĕпе çыхăннă пĕрер преступление шута илнĕ.

Комсомольски районĕнче пулса иртнĕ çул-йĕр инкекĕсен шучĕ 28,5 процент чакнă. Çул çинче пĕтĕмĕшле 20 инкек пулнă, вĕсенче 3 çын пурнăçĕ татăлнă, 34 çын аманнă.

Тĕп хуламăртан килнĕ хăна полици ĕçченĕсем умĕнчи малашнехи тĕллевсене палăртрĕ, экономикăпа коррупци ыйтăвĕсем кăтартуллă пулмасан та вĕсене куçран вĕçертмелле маррине палăртрĕ. Çавăнпа пĕрлех вăл 2016 çулхи 4-мĕш кварталта преступленисене уçса парас, айăплисене шыраса тупас ĕçсен эффективлăхне ỹстерме хушрĕ. Профилактикăлла ĕçсен кăтартăвĕ ỹсессе шаннине те пĕлтерчĕ. Паянхи куна икĕ районта 100 сотрудник тимлет. 2016 çулхи январь-сентябрь уйăхĕсенче полици сотрудникĕсем 52 хутчен дисциплинăна пăснă, çавăншăн вĕсенчен 37-шне дисциплинарлă явап тыттарнă.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика