АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иртнине чун-чĕре манаймĕ

18 октября 2016 г.

 Октябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕпе, пирĕн ентешпе Павел Сорокинпа тата республикăри шырав юхăмĕн членĕсемпе тĕл пулнă.

Павел Захарович Сорокин Комсомольски районĕнче çуралса ỹснĕ. Хĕрлĕ Çар ретне 1941 çулта тăнă. Юпа уйăхĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕнĕ. Çур çултан тăшман самолечĕсем Севастополь хули çине бомба тăкнă чухне аманнă чăваш каччи тыткăна лекнĕ. Виçĕ çул тыткăнра пулнă хыççăн Павел Захарович каллех тăшмана хирĕç тăнă. Вăрçă пĕтсен çулталăк çурăран тин тăван тăрăхне таврăннă вăл. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ветеран калавĕсене çырса илсе кĕнеке кăларма сĕннĕ. "Ку вăл Тăван енĕн, пирĕн çĕршывăн чăн-чăн патриотла ĕçĕсемпе туптаннă историйĕ. Павел Сорокин пирки çырнă кĕнекесем шкулсемпе библиотекăсен сентрисем çинче пулмалла. Сирĕн ят республика историйĕнче çырăнса юлтăр", - тенĕ Михаил Васильевич.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУри "Георги ленти" шырав клубĕн членĕ Рамиль Гарифуллин тата "Патриот" шырав отрячĕн ертỹçи Антон Антонов хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Шел те, пурне те шăпа вăрçă хирĕнчен таврăнма пỹрмен. Çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕх ятсăр выртса юлнисем, хыпарсăр çухалнисем питĕ нумайăн. Вĕсене шыраса тупас, тирпейлесе пытарас тĕлĕшпе шырав юхăмĕн хастарĕсем тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 16 шырав пĕрлĕхĕ шутланать. Кăçал вĕсем Тăван çĕршывăн Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнчи хаяр çапăçусен вырăнĕсенче 11 хутчен экспедицире пулнă. Уйрăмах И.Яковлев ячĕллĕ ЧППУн "Астăвăм" отрячĕ хастарлăхпа палăрса тăрать. Вĕсене Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Тăван çĕршыв историйĕшĕн пĕлтерĕшлĕ çак ĕçе пысăк тỹпе хывнăшăн тав тунă.

Çавăнпа пĕрлех паянхи куна республикăри шырав отрячĕсене ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе тивĕçтерме Хушу хатĕрленине пĕлтернĕ. Республика пуçлăхĕ 100 тата 75 пин тенкĕлĕх виçшер грант çирĕплетме сĕннĕ.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика