18 октября 2016 г.
Нумаях пулмасть "Кĕтне" физкультурăпа спорт комплексĕнче вăрçă ачисем хушшинче шахмат турнирĕ иртрĕ.
Турнира пушă вăхăта усăллă ирттерес, спортпа туслашас тесе йĕркелерĕмĕр.
Ăмăртура шахмат вăййипе туслă 6 ветеран вăй виçрĕ. Василий Михайлович Константинов пурне те çĕнтерсе пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕ. Василий Иванович Пундяков - иккĕмĕш, Анатолий Иванович Турханов виççĕмĕш пулчĕç.
Ăмăрту çивĕч те хĕрỹ иртрĕ. Шахматла тăтăшах выляссине малашне те йăлана кĕртесшĕн.
А.ТУРХАНОВ.
Источник: "Каçал Ен"