18 октября 2016 г.
Ял çыннине сĕт хакĕ яланах кăсăклантарать. Çавăнпа та хисеплĕ вулакансене район администрацийĕн ял хуçалăх тата экологи пайĕ хатĕрлекен информаципе паллашма сĕнетпĕр. Сĕт пуçтаракансем сĕте кашни ял тăрăхĕнче тĕрлĕрен хакпа туянаççĕ. Комсомольски ял тăрăхĕнче сĕте Н.П.Козлова (уйрăм предприниматель) 18,5, "Молгород" ООО - 18, "Нур" СССПК - 18 тенкĕпе пухаççĕ. Александровка ял тăрăхĕнче сĕтĕн 1 килограмне Н.П.Козлова - 18,5, "Нур" СССПК - 18, "Искра" колхоз - 18; Кайнлăк ял тăрăхĕнче - Агамирян (уйрăм предприниматель) - 17,5, "Молгород" ООО - 18, Шарафутдинов (уйрăм предприниматель) - 17,5; Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче - Н.П.Козлова - 18,5, Агамирян - 17,5; Элпуç ял тăрăхĕнче - Б.И.Иванов (уйрăм предприниматель) - 17,5, "Молгород" ООО - 18; Шурут ял тăрăхĕнче - "Урожай" колхоз - 18, "Победа" ЯХПК - 17,5; Тукай ял тăрăхĕнче - Комсомольскинчи хатĕрлев кантурĕ, "Нур" СССПК 18-шар; Чĕчкен ял тăрăхĕнче - "Труд" ЯХПК, Комсомольскинчи хатĕрлев кантурĕ 18-шар; Урмаел ял тăрăхĕнче "Нур" СССПК - 18; Хырхĕрри ял тăрăхĕнче - "Молгород" ООО - 18; Асанкасси ял тăрăхĕнче - "Асаново" ЯХПК - 18; Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕнче - Комсомольскинчи хатĕрлев кантурĕ - 18, Агамирян - 17,5, "Молгород" ООО 18 тенкĕпе туянаççĕ.
Источник: "Каçал Ен"