АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сергей Артамонов районта пулнă

18 октября 2016 г.

Октябрĕн 14-мĕшĕнче Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов районта ĕçлĕ визитпа пулнă.

Сергей Артамонов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Самаркин, ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин районти ял хуçалăх предприятийĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă. Чи малтанах вĕсем "Асаново" ял хуçалăх кооперативĕнче пулнă. Хуçалăх председателĕ Александр Бахтеров сĕт-çу фермипе паллаштарнă. Паянхи кун "Асаново" ЯХПК сĕт суса илессипе районта чи малта пырать. Вĕсем кашни ĕнерен талăкра 19,4 килограмм (районĕпе вăтам кăтарту - 12,1 килограмм) сĕт суса илеççĕ. Тĕслĕхрен, 2015 çулта асăннă хуçалăхра çулталăкне кашни ĕнерен 7939 килограмм сĕт суса илнĕ. Ку кăтартупа вĕсем республика шайĕнче те палăрнă.

Ĕçлĕ ушкăн çĕрулми уйĕнчи ĕçсемпе те паллашнă. Вĕсем "Урожай" колхоза тата "Луч" ЯХПК-на çитсе курнă. Алексей Самаркин пĕлтернĕ тăрăх, хуçалăхсенче "иккĕмĕш çăкăра" пуçтарса кĕртес тесе пĕтĕм вăйран тăрăшнă, пур ĕçчене те ĕçе явăçтарнă. Выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлес тата вăхăтра çĕртме туса хăварас тĕлĕшпе те çине тăрса ĕçлеççĕ.

Ĕçлĕ ушкăн "Çĕрпỹ - Ульяновск" автоçул çинчи Анат Тимĕрчкасси - Тури Тимĕрчкасси ялĕсем хушшинче тăвакан çулпа та кăсăкланнă. Кунта 1,968 километр çула "Воддорстрой" ООО подряд организацийĕ сарать. Çула çитес вăхăтра сарса пĕтермелле те ĕнтĕ.

Комсомольски район сайтĕнчен.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика