АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сывă пурнăç йĕркипе

14 октября 2016 г.

 Ача мĕнле çитĕнесси çемьерен, мĕнле условисенче пурăннинчен нумай килет. Акă, Николаевсем - спортпа туслă çемье. Кукамăшĕ Галина Никитична, кукашшĕ Анатолий Аверкиевич, куккăшĕ Валерий, амăшĕ Ольга Анатольевна, Мария хĕрĕ те сывă пурнăç йĕркине тытаççĕ.

- Эпир куна зарядка тунипе пуçлатпăр. Кайран вара кам ĕçе, кам садике саланатпăр. Пушă вăхăтпа усă курса уçă сывлăшра çỹреме, кĕнекесем вулама, ỹкерме кăмăллатпăр. Çуллахи вăхăтра юханшыв хĕрринче уçăлса çỹретпĕр. Вăрманта кăмпа, чечексем пуçтаратпăр. Уйрăмах вара эпĕ çутçанталăкпа паллашма юрататăп. Кукамайпа кукаçи тавралăха илем кỹрекен кайăк-кĕшĕк, чĕрчунсем пирки каласа параççĕ. Йĕри-таврари çутçанталăкпа кăсăкланнисĕр пуçне эпĕ пазл е тĕрлĕ конструктор пуçтарма питĕ юрататăп. Çавăн пекех пластилинран тĕрлĕ япаласем тума килĕшет, - тет Мария Николаева.

Марийăн пултарулăхĕ садике килнĕ пĕрремĕш кунсенченех палăрма пуçларĕ. Вăл нимĕнле конкурсран та юлмасть. Нумаях пулмасть акă шкул умĕнхи ачасем хушшинче иртекен видео-интернет конкурсра чăвашла сăвă каласа пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ.

Николаевсен çемйине пăхатăн та - ăнланатăн: чăнах та ача тĕрлĕ енлĕ аталантăр тесен ашшĕ-амăшĕн, аслă ăрăвăн нумай тăрăшнинчен çеç характерĕ тата тавракурăмĕ мĕнлерех пулни килет. Ачасене мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçе явăçтармалла, аслисене хисеплеме вĕрентесси те ашшĕ-амăшĕн, кукашшĕ-кукамăшĕн тивĕçĕ.

Ача садĕнче кун йĕркине пăхăнма вĕрентниех вĕсене çирĕп сывлăхлă ỹсме пулăшать. Кашни кун пĕр вăхăтра апатланни, çывăрни, уçăлма тухни те - ачасен сывлăхĕшĕнех.

Вĕсен канăвне усăллă ирттересси, тавракурăмне аталантарасси пирĕн тивĕç.

Т.ШЕВЕРОВА,

"Пилеш" ача сачĕн воспитателĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика