АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç пăрăнăçсăр мар

14 октября 2016 г.

Турă мана вăрăм ĕмĕр пилленĕ, тăхăр теçетке çул урлă та каçрăм, çут тĕнчерен ир кайнă çывăх çыннăмсен кун-çулне те хушса панă-ши? Ман пирки хаçат вулакан тĕшмĕш тесе шутлама та пултарĕ, çапах хамăн чун ыратăвне уçса парас килет.

Килĕшỹллĕ çемьере, татуллă пурăнаттăмăр. Анчах лайăх пурăнакансене хăш-пĕрисем ăмсанаççĕ, кĕвĕçеççĕ çеç мар, курайми те пулаççĕ. Эпир те çавăн пек çын тĕлне лекрĕмĕр пулас. Инкексем пĕрин хыççăн тепри черетленсе пыма пуçларĕç. Чи малтан хамăр районти пĕр яла ĕçлеме кайнă хĕрĕмĕр пач çухалчĕ. Паянхи кун та унăн ỹчĕ ăçта канăç тупнине пĕлместпĕр. Ывăлăм та, мăшăрăм та çĕре кĕчĕç. Эп шутланă тăрăх, пурте хура чунлă пĕр хĕрарăма пула. Мана та автан авăтман яла ăсатасшăнччĕ, çапах пирĕштисем упраççĕ пулас.

Пире çеç мар, ыттисене те хур кăтартаççĕ унашкаллисем. Çылăхран та хăрамаççĕ, ют çын шăпине хуçасси, чир-чĕр сунасси ним те мар вĕсемшĕн. Апатпа е ĕçмепе те пăсаççĕ тесе калаççĕ, япаласене чавса чикеççĕ, укçа е урăх япала пăрахса хăвараççĕ, тата темтепĕр. Ăспа та, чун-чĕрепе те ăнланма пултараймастăп çавнашкаллисене. Хамăн пурнăçра çынна усал туса курман, пурте çавăн пек пулмалла пек туйăнать. Анчах...

Çавăнпа та пурне те асăрхануллă пулма чĕнсе калас килет. Усал чунлă çынсене çывăхăра ан ярăр, инкекрен Турă тата хăвăра хăвăр çеç упрама пултаратăр.

НИКОЛАЙ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика