АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иммунтитет пирки ан манăр

14 октября 2016 г.

 Чăваш Республикинчи гигиенăпа эпидемиологи центрĕ иммунитета чакаракан йăласем пуррине пĕлтерет. Чи анлă аталаннă йăласем çаксем:

- Пирус туртни. Енчен те эсир туртатăр пулсассăн - пăрахăр. Мĕншĕн тесен пирус сĕрĕмĕнче 4 пин ытла хими компоненчĕ, вĕсенчен 43-шĕ - канцерогенлă (рак шыççине аталантарма пултараççĕ). Çавăнпа пĕрлех пирус туртни чĕре тата ỹпке чирĕсем патне илсе çитерме пултарать. Вăраха кайнă чирсем тата шалти органсем улшăнни иммун системине татаççĕ.

- Кану. Нумайрах канма тăрăшмалла. Çителĕксĕр çывăрни иммунитет çине питĕ начар витĕм кỹрет, мĕншĕн тесен сахал çывăрнипе микробсене хирĕç кĕрешекен "киллер" ятлă клеткăсен шучĕ чакать.

- Стресс. Хытă пăшăрханнипе нерв-сем сиенленнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Енчен çын пĕрмаях пăлханать пулсассăн унăн иммунитечĕ, "киллер" тата "макрофаг" ятлă клеткăсен эффективлăхĕ чакнине çирĕплетнĕ.

- Ỹт-пĕве çирĕплетекен хăнăхтарусем. Ларса тăракан пурнăç йĕрки сывлăха пĕтерет. Тĕрлĕ хăнăхтарусем тума ỹркеннĕ миллион-миллион çын чир-чĕрпе аптăрать. Кунне 30 минут çеç аэробика хăнăхтарăвĕсем туни иммунитета çирĕплетме май парать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика