14 октября 2016 г.
"Паян манăн савăнăç: пĕрле ĕçлекен Екатерина Степановăна телевизорпа куртăм. Унăн тăван ялне, Çĕрпỹ районĕнчи Тури Шурçырмана, чул çул хывнă. Малашне çумăрлă çанталăкра та ашшĕ-амăшĕн килне машинăпах çитме пултарать. Вăл çавăн çинчен хаваслăн каласа кăтартрĕ те - ман чуна ăшă-ăшă пулса кайрĕ", - терĕ Галина Ивановна Никифорова (Филиппова). Вăл - Президент перинаталь центрĕн аслă категориллĕ врачĕ, анестезиолог-реаниматолог.
Унăн ĕç вырăнĕ çинчен те кĕскен каласа хăварни пăсмасть пек туйăнать. Перинаталь центрне 2001 çулта уçнă. Унăн тĕп тĕллевĕ - сывă ачасем çуратма пулăшасси. Шутласа пăхăр-ха, вăхăт çитмесĕр 1000-1500 грамм йывăрăш çуралнăскере те кунта çăлса хăварма пултараççĕ. Пархатарлăхĕ пирки каласа та пĕтереймен. Ăнлавĕ те анлăрах: "пулас ашшĕ-амăшĕн шкулĕ" мĕн чухлĕ çынна усă кỹнĕ! Сăмахран, пỹ-сийĕ пăсăласран хăраса хăш-пĕр хĕрарăм ачине кăкăр ĕмĕртесшĕн мар. Çакă пепкине мĕнле сиен кỹнине те чĕрине витмелле ăнлантарса памалла-çке. Тата ача тăвайман арçын-хĕрарăм сахал мар. Сăлтавне тĕпчесе тĕрлĕ меслетпе çав телейсĕр çемьене пулăшни те час-часах пулать.
Галина Ивановна 1955 çулта Асанкасси ялĕнче çуралнă, кунтах вăтам пĕлỹ илнĕ. 1974 çулта Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. Çамрăк специалиста Йĕпреç районĕнчи Вăтаел фельдшерпа акушер пункчĕн ертỹçи пулма янă.
- Ялĕ килĕшетчĕ, - каласа парать вăл. - Çыннисем лайăхчĕ, хисеплетчĕç мана.
Çамрăкскерех депутата суйланă, ял Совечĕн председателĕ пулма та ỹкĕтленĕ. Кин тăвас текенсем те тупăннă. Мĕн кăна курма тỹр килмерĕ-ши?- аса илет халĕ.
- Хĕрарăмсем аптраса ỹкеççĕ. Трактор тытса район центрне ăсатма тивет вĕт. Ун чухне çулсем япăхчĕ, уйрăмах - йĕпе çанталăкра. Путăк-шăтăк, канав. Тỹнсе каясран чун çук. Çул çинче ача çураттарни те пĕрре мар пулнă. Пĕррехинче тата мыскара, мыскара мар - инкек пулса тухрĕ. Хĕрарăм чĕп-чĕр юн, аллине упăшки çĕçĕпе каснă иккен. Тем çитмен. Эпĕ ун-кун çыхкаласа район больницине ăсатасшăн ăна. "Вилеп-выртап - килĕшместĕп, намăса ямастăп", - яхăнне те ямасть ку. Хамăнах операци тума, çĕлесе яма тиврĕ вĕт. Мана унашкал ирĕк никама та паман. Пĕлсен айăпласран та хăрарăм. Мăшăрсем чиперех пурăнса кайрĕç. Хăтарса хăварнăшăн тав тăватчĕç.
- Хăюллă пулнă эсĕ, - тĕлĕнмесĕр чăтаймарăм эпĕ.
- Аптрамасть темелле, - килĕшрĕ вăл манпа. - Шкулта тĕрлĕ мероприятие хутшăннă. Пĕр концерт та мансăр иртмен. Баян калаттăм. Юрлама ачаллах юратнă. Çепĕç туйăм амаланма пуçласан сăвă та çыркаланă. Юрату юрлаттарать те чĕрене ыраттарать теççĕ-çке.
- Юрлама та вăхăту тупăннă апла, сана ачашласа ỹстернĕ пуль-ха аçупа аннỹ? Пĕртен-пĕр хĕрача-çке эсĕ вĕсен.
- Ачашлама вăхăчĕ пулман. Ачашланма та. Манăн атте - ялти чи малтанхи шоферсенчен пĕри. Яланах çул çинче. Анне колхозра тар тăкнă. Ирех ĕçе васкатчĕ. Каяс умĕн вырăн çинчен те тăман хĕрачине мĕн кăна хушса хăвармастчĕ. Яшка пĕçермелле, урай çумалла, выльăх-чĕрлĕхе, чăх-чĕпе пăхмалла. Каçхине ĕне сумалла. Шăллăмсене апат çитермелле... "Галя, санăн паян мĕн тумалла-ха?" - тесе тухса каяс умĕн тепре пырса ыйтатчĕ. Ыйхă витĕр, пăхмасăр калама вĕреннĕ пек тĕп-тĕрĕс хуравлаттăм. Пĕррехинче ĕне урине витрене чикрĕ хучĕ. Пỹрте кĕме хăратăп. Кăшт ятланипех ирттерсе ячĕ. Виçĕ шăллăм манăн: Коля, Гена, Толя. Кĕпе-йĕмне те манăнах çума тивнĕ. Вĕсемпе мухтанатăп эпĕ. Пурте хисеплĕ çынсем, депутатсем пулнă. Мана та манмаççĕ. Арăмĕсем те, ачисем те лайăх. Ирина кинĕн сасси лайăх, унпа тĕл пулсассăн чун каниччен юрлатпăр. Шел, аттен, Иван Якимовичăн, пурнăçĕ вăрăмах пулмарĕ. Аннем, Ксения Андреевна, халĕ те сывлăхпа çỹрени савăнтарать. 83 çулта пулин те вăрмантан тухма пĕлмест: кăмпа, мăйăр татать, эмел курăкĕ пухать.Эпĕ хамăр ял каччипех, кỹршĕри Петр Николаевичпа, пĕрлешнĕ. Шупашкара куçса килнĕ, ĕçленĕ хушăрах университетра медицина факультетĕнчен вĕренсе тухрăм. Ачи-пăчине, шутланă пек, нумай çуратаймарăм. Пĕр хĕр кăна - Инна. Никита мăнукăм ỹсет. Упăшкам леш тĕнчене ир кайрĕ, çур ĕмĕр ытла çеç пурнайрĕ.
Эпĕ унăн куçĕ йĕпеннине асăрхарăм. Пуçа сасартăк çак шухăш пырса кĕчĕ: "Телейлĕ-ши çак хăрарăм? Хваттерĕнче пĕччен. Кĕтсе илекен те çук..."
Ман шухăша ăнланса илчĕ тейĕн Галина Ивановна:
- Иккĕленме кирлĕ мар, - хыпаланса ỹкрĕ вăл. - Пурнăçăмпа эпĕ кăмăллă. Ĕç стажĕ манăн 42 çул. Халĕ те ĕçлес килет. Мĕншĕн? Мĕншĕн тесен коллектив лайăх. Тата ĕçĕмĕр çынна кирлине, пархатарлине туятăп. Чирлĕ ачана ашшĕ-амăшне сывлăхлă тавăрса пани мĕне тăрать! - терĕ савăнса Галина Ивановна.
- Галина Ивановна, эсĕ çынсемпе килĕштерсе пурăннине пĕлетĕп. Ырă кăмăлунтан килет пуль ку?
- Тĕрĕссипе, унтан мар пуль. Тĕрĕслĕхе юратнинчен. Ĕçе ячĕшĕн çеç тунине чăтма пултараймастăп. Эппин, çынсене çакă килĕшет.
- Турккăсен паллă поэчĕ Назым Хикмет çапла каланă: "Телей вăл ирхине ĕçе каяс, каçхине киле таврăнас килни".
- Ĕçе çỹресех килет. Вăл çăмăлах мар, çапах савăнма та майне тупатпăр. Эпĕ - профком председателĕн çумĕ. Концертсене, спектакльсене тухса çỹретĕп.
- Тата мĕнле киленĕçсем пур сирĕн? Тен, çул çỹреме юрататăр?
- Çук, çук, ют çĕршыва манăн ура ярса та пусас килмет. Çулла дачăра вăхăт иртет, пахча çимĕç çитĕнтеретĕп, чечек ỹстеретĕп, - сăмахлать тухтăр.
Çак хăрарăмпа калаçнă чухне "телей" сăмах пуçран темшĕн кайма пĕлмерĕ. Эпĕ унăн сăнỹкерчĕксен альбомне уçа-уçа пăхма пуçларăм. Унта пĕчĕк ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшне куртăм. Апла пурте тăвансем пекех çывăх. Акă, пĕр сăнỹкерчĕк айĕнче çакăн пек сăмахсем пур: "Эсĕ аннỹн çеç мар, пирĕн те"!
Галина Ивановна хăйĕн сăмахне пĕрле ĕçлекеншĕн савăннинчен пуçланăччĕ. Çын савăнăçĕпе савăнма пĕлекенсем телейлех пулĕ.
В.КОШКИН.
Источник: "Каçал Ен"