14 октября 2016 г.
Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакан Александра Кульмакова çак кунсенче 80 çул тултарчĕ. Александра Ивановна Патăрьел районĕнчи Треньел ялĕнче çуралса ỹснĕ. Унăн ашшĕ ĕмĕрĕпех хурт-хăмăр усранă, хуçалăхĕ çирĕп пулнă. Саня çичĕ класс пĕтерсен фермăна сурăх пăхма кайнă. Кайран Атăл леш енче çамрăксемпе торф кăларнă çĕрте, вырăнти кирпĕч заводĕнче ĕçленĕ.
1962 çулта Хирти Шăхасан каччипе Александр Петрович Кульмаковпа çемье çавăрнă, ывăлпа тăватă хĕр пăхса ỹстернĕ. Ачисем пурте çемьеллĕ. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех "Красный Октябрь" колхозра бригадăри тĕрлĕ ĕçсенче тăрăшнă. "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята тивĕçнĕ. Александра Ивановнăна паянхи кун 10 мăнукĕ, 11 кĕçĕн мăнукĕ савăнтараççĕ. Вăл ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен çуралнă кунĕсене асра тытать, вĕсене парнесемпе савăнтарать.
Саня инке çамрăкранах юрра-ташша ăста, культура ĕçченĕсем ирттерекен мероприятисене хаваспах хутшăнать. Вăл, хăйĕн çулĕсене пăхмасăрах, килти хуçалăхра тăрмашать, хур-кăвакал ỹстерме пулăшать. Хĕллехи вăрăм каçсенче ал ĕçĕ тума юратать, алса-нуски çыхать.
Александра Ивановнăна 80 çул тултарнă ятпа Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Герольдович Ракчеев саламларĕ, парне парса чысларĕ, çирĕп сывлăх, çемьере килĕшỹ, канлĕ ватлăх сунчĕ. Вырăнти культура ĕçченĕсем, ял-йыш, çывăх тăванĕсем юбиляра саламласа хаваслă юрă-кĕвĕ шăрантарчĕç.
Аслă Çĕрпỹел ял тăрăхĕн сайтĕнчен.
Источник: "Каçал Ен"