АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Колхоза ертсе пыракансем

14 октября 2016 г.

Йăлмахва ялĕн историйĕ питĕ пуян та анлă. Историпе кăсăкланма тата ăна тĕпчеме пикенсен нумай интереслĕ самант куç умне тухать. Эпĕ паян Йăлмахва ялĕнчи коллективлă хуçалăха ертсе пынисем пирки аса илесшĕн. 1931 çулхи майăн 15-мĕшĕнче пирĕн ялта "Дубрава" колхоз йĕркелесе янă. Асăннă çулсенче пĕрремĕш утăмсене тумашкăн питĕ йывăр пулнă. Хресченсем хут пĕлменни те чăрмав кỹнĕ. Ĕçлесе вăй илнĕ хуçалăхсем те хăйсен мулĕнчен уйрăласшăн пулман.

Тин çеç йĕркелесе янă хуçалăх тилхепине Рафаиль Скворцова шанса параççĕ. Вăл ял историне хăйĕн хастарлăхĕпе тата пултарулăхĕпе кĕрсе юлнă. Рафаиль Иванович хыççăн çак йывăр лава туртма тĕрлĕ çулсенче Михаил Крылова, Игнатий Агафонова, Лаврентий Константинова, Иван Абукина, Тимофей Зайцева, Герасим Алякина, Аркадий Соколова, Алексей Волкова, Александр Афанасьева (Турхан ялĕ), Василий Медведева (Турхан), Виталий Агафонова, Арсентий Анисимова, Валентин Тихонова (Эльпуç), Владимир Кузьмина, тепĕр хут Виталий Агафонова, Валерий Журавлева (Хирти Мăнтăр), Алексей Дмитриева, тепĕр хут Владимир Кузьмина, Геннадий Смирнова, Анатолий Дмитриева, Анатолий Албутова, Мингазы Шарафутдинова (Кайнлăк) шанса панă.

Çỹлерех асăннă юлташсем хăйсен вăйне шеллемесĕрех колхоза ура çине тăратассишĕн тăрăшнă, районта лайăх кăтартусемпе палăрса тăнă. Патшалăх хуçалăх умне тăратнă аш-какай, пĕрчĕллĕ тыр-пул, пахча çимĕç планĕсене вăхăтра пурнăçласа пынă. Йывăрлăхсем умĕнче пуçĕсене усса ларман, кашниех витĕмлĕ ĕçсемпе малаллах талпăннă. Вĕсен ырă ячĕсем те Йăлмахвасен асĕнче яланлăхах сыхланса юлнă.

Вăхăт шунăçемĕн колхоз ячĕ те улшăнсах тăнă. Хуçалăх "Дубрава" хыççăн Берия ячĕллĕ те пулса курнă. 1953 çулта вара "Кызыл сабанчапа" пĕрлешсе çĕнĕ хуçалăх пулса тăнă, Ворошилов ячĕпе хисепленме пуçланă. Нумай та иртмен, районти хуçалăхсен картти çинче "Заря" колхоза курма май пулнă. 1959 çулта "Заря" тата "Знамя коммунизма" колхозсем пĕрлешеççĕ, вĕсем "Заря" ятпа юлаççĕ. Çулсем иртсен "Заря" "Знамя" ятпа çỹреме пуçланă. 1996 çулхи октябрьте асăннă колхоз виçĕ пая пайланса кайнă, "Дубрава" тата "Турхан" ЯХПКсем, "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕ хăйсем тĕллĕн ĕçлеме пикеннĕ.

"Знамя" колхозăн пĕр ертỹçипе сире, хисеплĕ вулаканăмăрсем, тĕплĕнрех паллаштарасшăн. Вăл - Арсентий Анисимов. Арсентий Иванович 1939 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ - Иван Анисимов - ывăлĕшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вăл - ялти хисеплĕ çын, "ылтăн алăллă" пулнă, хурт-хăмăр та тытнă Анисимовсем.

Арсентий 7 класс вĕренсе пĕтерсе алла аттестат илнĕ. 1945 çулта каччă "Дубрава" колхозра тимĕрçĕре ĕçлеме пуçланă. Кăмăлланă ĕçне Ĕнтĕркасси ялĕнче (Хирти Ĕнел) пурăнакан Виктор Супов ăнлантарса та вĕрентсе пынă. Унăн пултаруллă аллинче тимĕр выляса çеç тăнă.

Арсентий Иванович хăйĕн ĕçне тỹрĕ кăмăлпа тата тăрăшса пурнăçланине хуçалăх ертỹçисем асăрхаса партие кĕме сĕннĕ. 1957 çулчченех вăл тимĕрçĕ ĕçĕнче вăй хунă. Каярах вара 4 çул кладовщикра тăрăшнă. Хăйне ĕçре лайăх енчен çеç кăтартни, тирпейлĕ туса пыни ял халăхĕн куçĕ умĕнчех пулнă.

Тăрăшулăхĕшĕнех ĕнтĕ ăна бригадира суйланă. 1967-1969 çулсенче Арсентий Иванович парти шкулне вĕренсе пĕтернĕ. Тепĕр çулталăкран ăна ял Совечĕн ертỹçине суйлаççĕ. Çичĕ çул хушши унта тăрăшнă хыççăн унăн каллех бригадирта ĕçлеме тỹр килет. 1980 çулта вара Арсентий Анисимова "Знамя" колхоз лавне туртса пыма халăх суйланă.

Пĕр вăхăтра колхоз автопаркĕнче 20 ытла техника пулнă, анчах та вĕсенчен 4-5-шĕ çеç рейса тухайнă. Юсама та сапас пайсем çителĕксĕр, хуçалăх хыснинче те укçа-тенкĕ сахалтарах пулни ертỹçе пăшăрхантарнă. Арсентий Иванович шăллĕпе, Василипе, калаçса татăлса лешне Горькинчи автозавода кайма шантару хучĕ тыттарнă. Василий Иванович автозавода çитсе унти хуçасене колхозăн 33 ĕçченĕ хĕлле заводра ĕçлеме пултарнине пĕлтернĕ. Çапла майпа "Знамя" колхозникĕсем автозаводра вăй хума пикеннĕ. Кашни хĕлех вĕсем валли унта ĕç тупăнса пынă. Ĕç укçин проценчĕпе саппас пайсем те колхоза илсе çитерме пуçланă. Арсентий Анисимов тавçăрулăхне пула "Знамя" колхоз склачĕн сентрисем тĕрлĕ-тĕрлĕ саппас пайсемпе тулсах пынă.

Арсентий Иванович колхоз тилхепине çичĕ çул тытса пынă. Вăл ĕçленĕ вăхăтра хуçалăх яланах малтисен шутĕнче пулнă, çулсерен отчетлă тапхăра лайăх кăтартусемпе вĕçленĕ, ĕç геройĕсем пулса тăнисем те пулнă. 1987-1990 çулсенче Арсентий Анисимов ферма заведующийĕнче вăй хунă.

1953 çулта Арсентий Çĕнĕ Шăхран ялĕн хĕрĕпе Вера Титовăпа çемье çавăрнă. Килĕшỹллĕ мăшăр пĕрле 5 ачана ура çине тăратнă, воспитани парассишĕн пĕтĕм вăйне хунă. Вĕсенчен кашниех тивĕçлĕ пĕлỹ илме пултарнă. Колхоз ертỹçи пенсие тухсан та алă усса ларман, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх усранă, сад пахчинче тĕрлĕ тутлă çимĕç лартса ỹстернĕ. Ял халăхĕ валли те чỹрече рамисем, алăксем туса панă. Чỹрече кантăкне лартакан, кафель плиткисене çыпăçтаракан специалист та хăех пулнă.

Анисимова темиçе хутчен те ял Совечĕн депутатне суйланă. 1966 çулта ЧАССР Верховнăй Совечĕн Хисеп грамотине, 1979 çулта - "Чăваш АССР ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята илме тивĕç пулнă. 1980 çулта унăн ячĕ районти Хисеп кĕнекинче яланлăхах çырăнса юлнă, 1981 çулта ăна чунне парса тăрăшса ĕçленĕшĕн "Хисеп Палли" орден парса чысланă.

Шел пулин те, 1995 çулта Арсентий Анисимов пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ. Унăн ырă ĕçĕсене вара ял халăхĕ асра тытать.

П.ЗАЙЦЕВ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика