АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Обществăлла ĕçшĕн - шалу

14 октября 2016 г.

Ĕçсĕр ларакан çынсене ĕçпе тивĕçтерес тĕллевпе ятарлă программа пурнăçланать. Унпа килĕшỹллĕн обществăлла ĕçсене хутшăнакан граждансене ĕç укçи тỹлеççĕ.

Акă, районта кашни çулах кĕркунне тухăç пухнă вăхăтра ĕçлекенсем нумайрах та нумайрах кирли сисĕнет. Сăмахран, çĕрулми, пахча çимĕç пуçтарса кĕртме çынсем кирлĕ. Кун пек чухне вара ĕç паракансем пулăшу шыраса ĕçпе тивĕçтерекен центра çитеççĕ. Ĕçсĕр граждансене вăхăтлăх ĕçленĕшĕн ĕç укçи параççĕ, уйăхсерен 1700 тенкĕ тỹлеççĕ. Унпа пĕрлех ĕçсĕр çын пособийĕ те вăхăтра тỹленет.

Кăçал ĕçпе тивĕçтерекен центр тата ĕç паракансен хушшинче çынсене обществăлла ĕçе явăçтарас тĕлĕшпе 27 килĕшỹ çырнă. Вăхăтлăх ĕçпе 138 çынна тивĕçтернĕ, вĕсенчен 34-шĕ çĕрулми пуçтарнă çĕре хутшăннă.

Обществăлла ĕçре тăрăшакансене ĕç укçи тỹлеме республика бюджетĕнчен 152033 тенкĕ уйăрма палăртнă, çулталăк пуçланнăранпа 101560 тенкипе усă курма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. Ĕçсем малаллах пыраççĕ.

К.КОКШИН,

директор.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика