АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Пурăн, вăрман!" акци иртет

14 октября 2016 г.

 РФ Вăрман хуçалăхĕн агентстви тата регионсен çутçанталăка хỹтĕлес тĕлĕшпе ĕçлекен патшалăх тытăмĕсем йĕркеленипе кашни çулах кĕркунне "Пурăн, вăрман!" Пĕтĕм Раççейри обществăлла акци иртет. Кăçал вăл сентябрĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 31-мĕшĕччен пырать.

Акци иртнĕ тапхăрта йывăçсем лартассипе, вăрман çывăхĕсене тирпей-илем кĕртессипе ятарлă мероприятисем, Раççей вăрманĕсене сыхласа хăварассипе лекцисемпе занятисем иртеççĕ. Çавăнпа пĕрлех акци вăхăтĕнче автоçулсем хĕрринчи вырăнсене çỹп-çапран тасатаççĕ, юсаса йĕркене кĕртеççĕ. Унсăр пуçне "Пурăн, вăрман!" акци кĕрхи "Йывăç ларт та ăна сыхласа хăвар" Йывăç кунĕпе пĕр лекет.

Шăмăршăри лесничество ытти районсенче пурăнакансемпе пĕрле вăрмансене çỹп-çапран тасатма, йывăçсем лартма, лартнă йывăçсене пăхса тăма, лесничество территорине тирпей-илем кĕртме пикеннĕ те ĕнтĕ. Çавăнпа пĕрлех вăрман хуçалăхĕн специалисчĕсем халăхпа тата шкул ачисемпе тĕл пулаççĕ, "çутçанталăкăн ỹпки" пирки каласа параççĕ, планетăна вăл мĕнле витĕм кỹнипе, вăрман хуралçисем республикăри ешĕл пуянлăха сыхласа хăварас тĕллевпе мĕн тунипе паллаштараççĕ.

Районта пурăнакансене акцие хутшăнма чĕнетпĕр. Вăрмансен тасалăхĕшĕн эпир пурте яваплă-çке.

А.ЦЫГАНОВ,

"Шăмăршă лесничестви" КУ директорĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика