АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эмелпе тивĕçтерме укçа уйăрнă

14 октября 2016 г.

Раççей Правительствин хушăвĕпе граждансене эмелпе тивĕçтерессине лайăхлатмашкăн РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствине 3,8 миллиард тенкĕлĕх бюджет ассигнованийĕ уйăрса параççĕ. Çав шутра - социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин шучĕпе патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курмалли право пур çынсем валли. Çывăх вăхăтра Чăваш Ене халăха эмелсемпе тивĕçтермелли уйрăм полномочисене пурнăçлама бюджетсен хушшинчи 23517,8 миллион тенкĕлĕх трансфертсем килĕç.

Йышăну социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин шучĕпе патшалăхăн социаллă пулăшăвĕпе усă курмалли право пур граждансене эмелпе тивĕçтерессин шайне упраса хăварма май парĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Республикинче 85,4 пин инвалид пурăнать, çав шутра 26,5 пинĕшĕн çăмăллăхлă майпа эмелсем илме ирĕк пур. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви палăртнă тăрăх - юлашки икĕ çулта социаллă пулăшу ĕçĕсен пуххин шучĕпе эмел препарачĕсене тỹлевсĕр илмелли ирĕке упраса хăварнă граждансен шучĕ ỹссе пырать. Калăпăр, 2016 çулта эмелпе тивĕçтерессине суйласа илнисен йышĕ 271 çын чухлĕ хушăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика