14 октября 2016 г.
Хальхи вăхăтра пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕнче ЖКХ сферинчи 60 пине яхăн организаци регистрациленнĕ тата хăйсен информацине вырнаçтарнă. Çĕршывра вара ку енĕпе 9 субъект уйрăмах лайăх ĕçлет. Вĕсен йышĕнче - Чăваш Республики. Республикăра IT тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕсене пĕрлештерессин ĕçĕсене туса ирттернĕ тата кăтартусене автоматика тытăмĕ çинче йĕркеленĕ.
"Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăх информаци тытăмĕ - Регион" никĕсĕ çинче ĕçе кĕнĕ ЖКХ сферине автоматизацилес проект Чăваш Енре темиçе тапхăрпа аталаннă. 2011 çулта управляющи организацисене тата халăха информаципе тивĕçтерекен "Чăваш Республикинчи ЖКХ порталĕ" йĕркеленнĕ. 2012 çулта ăна управляющи компанисемпе ресурспа тивĕçтерекен организацисен шутлав тытăмĕн порталĕпе пĕрлештернĕ. 2014 çулта капиталлă юсав ĕçĕн регионри операторĕн тата капиталлă юсав ĕçĕн программине пурнăçлассине, тĕрĕслессине йĕркелесе пыракан патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн ĕç-хĕлне автоматизациленĕ.ЖКХ порталĕн ĕçĕ çулсерен анлăланса пырать. Сайтпа усă курма çăмăл пулни регионра пурăнакансене мĕнпур ыйтăва хăвăрт татса пама май парать: рессурсемпе пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн палăртнă тỹлевсем пирки пĕлме, коммуналлă ресурссене шута илекен приборсем çинчи кăтартусене пĕлтерме, тарифсем пирки пĕлме, тỹлев ĕçĕсене онлайн-режим мелĕпе пурнăçлама тата ытти те.
Чăваш Республикин информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Александр Иванов:
- Пирĕн çĕршыври ЖКХ сферинче татса паман ыйту нумай. Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн патшалăхăн информаци тытăмне йĕркелени лару-тăрăва йĕркелеме пулăшмалла. Чăваш Ен - ЖКХ порталĕн проектне чи малтан пурнăçлама тытăннă регионсенчен пĕри. Çакна федераци шайĕнчи экспертсем те пĕр хутчен кăна мар пысăк хак панă. Халăха усă курма тата усăллă та меллĕ пултăр тесе пурне те тăватпăр. Тытăма çĕнетессипе малалла ĕçлетпĕр.
Источник: "Каçал Ен"