11 октября 2016 г.
Октябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енре Пысăк этнографи диктанчĕ пĕрремĕш хут иртрĕ, тепĕр майлă каласан, пирĕн республика та Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнма кăмăл турĕ.
Чăваш Енре Пысăк этнографи диктантне 7 лапамра çыртарнă. Вăл Шупашкарта кăна мар, Канаш, Улатăр, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче те иртнĕ. Унта 15 çул тултарнă çамрăксем тата аслăраххисем, пурĕ 920-е яхăн çын, хутшăннă.
Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче иртнĕ диктанта студентсемпе, наципе культура пĕрлешĕвĕн ертỹçисемпе пĕрлех Чăваш Енĕн культура министрĕ Константин Яковлев, вĕренỹ министрĕ Юрий Исаев, И.Я.Яковлев ячĕллĕ ЧППУ ректорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Владимир Иванов та çырнă.
Источник: "Каçал Ен"