11 октября 2016 г.
Раççей Федерацийĕн Вĕренỹпе ăслăлăх министерстви 2015-2016 вĕренỹ çулне пĕтĕмлетсе çĕршыври чи лайăх шкулсене палăртнă. ТОП-500 йышне республикăри 9 вĕренỹ учрежденийĕ кĕнĕ. Ялсенчи шкулсене ачасен пултарулăхне аталантарма майсем йĕркелес енĕпе хакланă. Чи лайăх 200 шкул шутĕнче - пирĕн республикăри 6 пĕлỹ çурчĕ. Ку кăна та мар. Ачасен пултарулăхне аталантарасси мĕнлерех пулса пынине уйрăммăн тишкерсе хакланă. Ку тĕлĕшпе те чи лайăх 200 шкула палăртнă. Чăваш Ен ку ушкăнра та - лидерсен йышĕнче. Республикăри шкулсем çуллен чи лайăххисен йышне лекни, унран та ытла - вĕсен (хуларисен те, ялтисен те) шучĕ ỹссех пыни савăнтарать.
Ялсенчи шкулсен ТОП-200 йышне Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ те кĕнĕ. Аса илтеретпĕр, 2014-2015 вĕренỹ çулĕнче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулне Раççей шайĕнче пысăк хак панăччĕ.
1-мĕш вăтам шкул пурнăçпа тан пырать. Педагогсен коллективĕ кашни ачана паха пĕлỹ парать. Тăрăшни тата малалла ăнтăлни вĕрентекенсемпе вĕренекенсене ỹсĕм тума пулăшать. Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ чи лайăх 200 шкул йышне кĕни ăнсăртран мар, паллах. Чи лайăх шкулсене палăртнă чухне Пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменĕсен кăтартăвне те, шкул ачисен олимпиадăсенчи çитĕнĕвне те шута илнĕ. Шкултан вĕренсе тухакансем çулсеренех экзаменсене ăнăçлă тытса вăтам тата аслă вĕренỹ заведенийĕсене вĕренме кĕреççĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ Аслă Каçал ялĕнчи прихут шкулĕ пек 1857 çулхи февралĕн 27-мĕшĕнче уçăлнă. Ăна тытса тăма укçа-тенке халăхран пуçтарнă. Асăннă училищĕн чи пĕрремĕш учителĕ пулма Василий Сереброва шанни паллă. 1857 çулта шкула 18 çын пĕлỹ пухма çỹренĕ, 1864 çулта - 27 ача, 1865 çулта - 32 ача. Вăл вăхăтра учитель Николай Поливанов пулнă. 1917 çулта вара Аслă Каçал ялĕнче 8 çул вĕренмелли шкул туса хунă. Унта 49 ача пĕлỹ пухма çỹренĕ. Шкула Николай Займуллин ертсе пынă, Александр Карасев, Людмила Карасева, Павел Маландин хутла вĕрентнĕ.
Малалла ялта кĕçĕн классен тата 8 çул вĕренмелли хăйтĕллĕнлĕх икĕ шкул ĕçленĕ, вĕсене 1938 çулччен С.Илларионовпа К.Евлампьев, П.Краснов, А.Корольков ертсе пынă. 1938 çулта вара Аслă Каçал ялĕнче вăтам шкул уçăлнă, унăн директорĕ С.Баринов пулнă. 1941 çулта шкул пĕрремĕш выпускниксене кăларать. Пĕрремĕш выпускăн яшĕсем фронта тухса каяççĕ. Вĕсем хушшинче Совет Союзĕн Геройĕ Константин Антонов та пулнă. Шкул вăрçă вăхăтĕнче те хăйĕн алăкĕсене хупман, ачасене вĕрентме пăрахман. 1945-46 çулсенче унта 483 ача пĕлỹ пухни паллă. 1957-1962 çулсенче шкул коллективне В.Андреев, вăрçă участникĕ, ертсе пынă, 1962-1965 çулсенче - В.Махминов, 1965-69 çулсенче - К.Парфеньева, 1969-76 çулсенче - Н.Счетчиков, 1976-79 çулсенче - Е.Пушкарева, 1979-86 çулсенче - А.Сумзин, 1986-97 тата 1999-2001 çулсенче - Г.Длинов, 1997-1999 çулсенче - Г.Михайлов, 2001-2012 çулсенче - А.Терентьев, 2012-2014 çулсенче - С.Михайлова. 2014 çулхи ноябрьтен паянхи кунччен Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн туслă коллективне Г.Перьев ертсе пырать.
1990 çулсенче шкулта пĕлỹ пухакансен шучĕ 1000рен те каçса кайнă пулнă. Шкулăн икĕ сменăпа ĕçлеме тивнĕ. Çавăнпа та 1994 çулта Комсомольскинче 2-мĕш вăтам шкул хута кайнă.
1941 çултанпа Комсомольски вăтам шкулĕн партисем хушшинчен 6 пин ытла вĕренекен тухнă. Çĕр-çĕр выпускник ял хуçалăх производствинче тăрăшнă, министрта тата министр çумĕнче ĕçлекенсем те пулнă. Шкул паллă писательсене, поэтсене, спортсменсене кăларнă. Олимп вăййисен чемпионĕ Владимир Воронков, Шупашкар хулин тĕп архитекторĕ Сергей Лукиянов та асăннă шкултах пĕлỹ пухнă. 20 ытла çын хăйсен пурнăçне ăслăлăхпа çыхăнтарнă, вĕсем хушшинче ăслăлăх кандидачĕсемпе докторĕсем те пуррине пĕлтерме уйрăмах кăмăллă.
Вăрăм та анлă, пуян истори çырăнма пуçланăранпа паянхи кунччен шкул районта çеç мар, республикăра, Раççейре пĕрре мар палăрнă. Кашни çулах тĕрлĕ проектсемпе конкурссене активлăн хутшăнать, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртсех пырать. Унсăр пуçне шкул инновациллĕ вĕрентỹ программисемпе те усă курать, ачасене çирĕп пĕлỹ пама пулăшакан никĕс хывать.
Паянхи куна шкулта 55 çын тăрăшать, вĕсенчен 32-шĕ - педагогика ĕçченĕсем. Коллектива опытлă, пуçаруллă педагогсем чăмăртаннă. Педагогсем хушшинче 20-шĕ - аслă категориллĕ, 12-шĕ пĕрремĕш категорие тивĕçнĕ. Ĕçри çитĕнỹсемшĕн Е.С.Свинина, З.Г.Чернова, Т.Г.Лапшина, С.И.Афки, В.Н.Петров, Л.Г.Галкина "Раççейри пĕтĕмĕшле вĕренĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ" ятсене илнĕ. Кĕçĕн классен учителĕ Е.А.Пушкарева - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ. Л.Н.Глинкина, Р.Н.Свистунова, З.Г.Чернова, Е.С.Свинина, Н.В.Сереброва, Е.А.Пушкарева ĕçченсен Раççей Федерацийĕн вĕрентỹ министерствин Хисеп грамотисем çемье архивĕсенче упранаççĕ.
Уйрăмах ачасем республика, çĕршыв шайĕнче район чысне хỹтĕлесе малти вырăнсене йышăнни савăнтарать. Кăçал Пĕтĕм Раççейри олимпиадăсен регионри тапхăрне хутшăнса Анна Таборкинапа Людмила Карсакова призерсен йышне кĕнĕ. Кунта паллах З.Г.Чернова тата С.А.Жукова вĕрентекенсен тỹпи пысăк. Районта тата тĕп хулара иртекен предмет олимпиадисене хутшăнса вара 235 ача 1-3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕ спорта та анлă çул панă. Вĕренекенсенчен чылайăшĕ футболпа, волейболпа, çăмăл атлетикăпа, ирĕклĕ кĕрешỹпе, йĕлтĕр спорчĕпе туслă. Çарпа патриотизм воспитанийĕ те çỹллĕ шайра. 1-мĕш шкул ачисем çулсеренех çамрăк армеецсен "Орленокпа" "Зарница" вăййисенче палăраççĕ. Кăçал акă шкулта çĕнетнĕ спортзал та хута кайрĕ.
Иртнĕ вĕренỹ çулĕнче шкултан 19-ăн вĕренсе тухнă, Александр Соловьев, Любовь Галкина, Анна Таборкина, Василий Галкин, Элиза Камалдинова, Эльмира Айнетдинова, Евгений Терентьев, Ирина Козлова вара - ылтăн медальпе. Çамрăксем тĕп хуламăрта ăс пухнисĕр пуçне Хусанти тĕрлĕ заведенисене, Калининграда çул тытнисем хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçланă, кăмăлланă профессисене алла илес тесе тăрăшаççĕ.
Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн коллективĕ çитĕнекен ăрăва пахалăхлă пĕлỹ, тивĕçлĕ воспитани парассине пĕтĕм вăя хывни, пĕр тĕллевпе тăрăшни куçкĕрет. Вăтам шкул çитĕнĕвĕсене Раççей шайĕнче çỹле хурса хаклани Комсомольски çыннисенче мăнаçлăх туйăмĕ çуратать. Çавăнпа та вĕрентекенсен коллективне çĕнĕ çитĕнỹсемпе ăнăçусем сунатпăр.
"Раççейри чи лайăх шкулсем" рейтингра çĕнтернĕ республикăри шкулсен представителĕсемпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Правительство çуртĕнче тĕл пулнă. Асăннă тĕлпулăва Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн директорĕ Георгий Перьев тата кĕçĕн классен вĕрентекенĕ Елена Пушкарева хутшăннă.
Михаил Игнатьев республикăри вĕренỹ сферинчи кăтартусене Раççей шайĕнче хакласа пысăк çитĕнỹсем тунине уйрăммăн палăртнă. "Çаксем пĕтĕмпех вĕрентекенсемпе вĕренекенсем хăйсем çине илнĕ яваплăха таса чунпа, тỹрĕ кăмăлпа пурнăçласа пынине кура пулса пыраççĕ", - тенĕ вăл.
Н.АРХИПОВА.
Источник: "Каçал Ен"