АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ватлăх пăхсассăн куçран

11 октября 2016 г.

 - Çамрăк, вăй-хал пур чух тем туса ĕлкĕрессĕн туйăнать. Çамрăклăх юхан шыв пек кĕрлесе иртсе кайнине, ватлăх куçран пăхма тытăннине сиссе те юлаймарăм. Çулсем иртнĕ май, эпир, ватăсем, çемьепе шăкăл-шăкăл килĕштерсе пурăнма, канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленетпĕр. Анчах пушанса юлнă çуртра час-часах пĕчченех кун кунлама тиветчĕ çав. Пĕччен пурăнас мар тесе ваттисен çуртне килнĕ ĕнтĕ. Кунта пурте пĕрле калаçса ларсассăн кичем мар, - пуçларĕ калаçăва Хирти Мăнтăрти ваттисен çуртĕнче пурăнакан Лидия Ефимова. Хирти Мăнтăрти ваттисемпе инвалидсен çуртĕнче ку тăрăхри тата кỹршĕ районти 8 кинемейпе мучи пурăнать. Вĕсем çине тинкеретĕп те шухăша путатăп.

Мĕншĕн вĕсен шăпи çапла çаврăнса тухнă-ши, ăçта такăннă-ши? Кинемейсемпе мучисем валли тăван килте пурăнма вырăн çитмен-ши е вĕсен ачи-пăчи те çук? Ватлăхра тăлăха юлни пушшех те кансĕр. Йывăрлăхра кам пулăшĕ, кам пĕр курка шыв ăсса парĕ. Ирĕксĕрех ют çынсенчен пулăшу ыйтма тивет иккен.

- Паян-ыран тата 2 çын килмелле, вĕсем кирлĕ документсем хатĕрлеççĕ. Ваттисен çуртĕнче 10 çынна пурăнма кирлĕ условисем туса панă. Хушма хуçалăхра кăштах пахча çимĕç çитĕнтеретпĕр. Ĕçсене 3 социаллă ĕçчен - Ирина Александрова, Зоя Миронова, Ирина Курамшина - пурнăçласа пырать. Унччен ватăсем те картишне тирпей-илем кĕртме пулăшатчĕç. Çулсем иртнĕ май вĕсен вăй-халĕ чакса пырать, чылайăшĕ урама та тухми пулчĕ, - терĕ Светлана Васильева заведующи.

Кунта пурăнакансенчен чылайăшĕ сакăр теçетке çула вакланă та ĕнтĕ. Çуртра ватăсене канлĕ пурăнма йăлтах пур темелле, хăтлă пỹлĕмсем, çăвăнмалли пỹлĕм, столовăй. Апатне Светлана Порфирьева повар пĕçерет. Хăшĕ-пĕри телевизор курма фойене тухать. Кунта пĕр-пĕринпе хутшăнма, алĕç туса чуна йăпатма май пур-çке.

Хысна çуртĕнче хỹтлĕх тупнисем - килти хуçалăха тытса пыма вăй çитереймен пĕччен ватăсем тата ачисемпе пĕр чĕлхе тупайманнисем. Ку тĕнчерен куçса каякансене те социаллă ĕçченсен хăйсен тирпейлесе пытарма тивет.

Хаçатран килнине пĕлсессĕнех фойери "сенкер экран" умне кинемисемпе мучисем шăкăрин вырнаçнă. Типтерлĕ те таса тăхăннăскерсем илемлĕ фильм е пĕр-пĕр передача пăхиччен ытла пĕр-пĕринпе хыпарсене сỹтсе яваççĕ. Унпа пĕрлех мана та хăйсемпе паллаштарса сăмах хушаççĕ.

- Хирти Мăнтăр ялĕнчех çуралса ỹснĕ эпĕ. Çакăнтах çемье çавăрса, ача-пăчаллă пултăм. Хĕрпе ывăла çут тĕнче парнелерĕм. 33 çул "Дубрава" колхозра дояркăра ĕçлерĕм. 18 ĕнене кашни кунах алă вĕççĕн сунă. Маттур ĕçленĕ эпир. Çакна манăн кăкăр çинчи медальсемпе орденсем çирĕплетеççĕ, - калаçăвне тăсрĕ 88 çулти Лидия Степановна Ефимова.

- Кунта лайăх пăхаççĕ, пире ятлакан çук, тутлă çитереççĕ, мунчара çăвăнтараççĕ. Ватă çынсене тата мĕн кирлĕ? 88 çула çитсе хура-шурне сахал мар куртăм. Мĕн тивĕçлĕ канăва кайичченех тĕрлĕ ĕçре тăрăшнă, алă усса ларман. Акă ĕнтĕ халĕ урасем ыратаççĕ, утайми те пултăм. Çакă пĕтĕмпех чылай çул фермăра урана резина атă тăхăнса ĕçленипе пулчĕ. Çамрăк чухне шăнса пăсăлнине чухлама, сипленме васкамастăн вĕт. Халь утма та йывăр, - терĕ кинемей, пурнăçĕпе паллаштарса.

Ваттисен çуртĕнче 4 çула яхăн пурăнакан Вера Антонован шăпи çăмăл килмен. Хĕр чухне Канаш хулинче чукун çул çинче сахал мар пилĕк авнă. Шупашкар хулинче торф кăларнă çĕре те хастар хутшăннă вăл. Чылай çул "Дубрава" колхозра ĕçленĕ. Йăлмахвари кирпĕч заводĕнче 10 çул ытла тăрăшнă вăл. 92 çула çитнĕ пулин те, Вера аппа пурнăçа ỹпкелешмест. Канмалли кунсенче, пысăк уявсенче чиркĕве çỹрет. Тăванĕсемшĕн, пĕрле пурăнакансемшĕн кĕлĕ тăвать. Шел, çемье çавăрма тỹр килмен ăна. Ваттисен çуртне киличчен пĕчченех пурăннă.

Йăвашкел ялĕнче çуралса ỹснĕ Петр Степанович Ядров, Александровка ялĕнчи Константин Николаевич Ижедеров килте пĕччен пурăнма кансĕр пулнăран кунта çул тытнă. Петя тете "Красный Октябрь" колхозра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва кайнă.

- Кунта пурăнма лайăх, килти пекех пăхаççĕ. Тавах ĕçченсене. Тутлă апат çитереççĕ, кашни эрнерех çăвăнтараççĕ. Пỹлĕмсенче ăшă та хăтлă, - хушса хучĕ Петр Степанович.

- Тĕрлĕ çын пурăнать кунта. Кашнийĕн хăйĕн кăмăлĕ. Анчах килĕштерсе, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнма тăрăшни сисĕнет. Ваттисен çурчĕ йывăрлăхран, инкек-синкекрен çăлакан пĕртен-пĕр хỹтлĕх вĕсемшĕн. Кинемейсемпе чылай калаçса лартăм, хăшĕ-пĕрин çулĕсене кура хăлхисем те мăкалнă, хытăрах калаçма та тивет. Апла пулин те вĕсенчен пĕри те çывăх çыннисене ỹпкелешсе сăмах каламарĕ, ачисене айăпланине, вăрçнине те илтмерĕм. Анне чĕри çапла ĕнтĕ вăл. Яланах пепкисем пирки пăшăрханать, вĕсене лайăх пултăр тесе тăрăшать. Кинемейсемпе мучисем кунта пĕр çемьери пек килĕштерсе пурăнаççĕ. Уткаласа çỹрекеннисем вырăнпа выртаканнисене пулăшаççĕ, пỹлĕме кĕрсе калаçса лараççĕ. "Килте пурăннă пулсан тахçанах вилмелле эпир", - теççĕ ватăсем, ĕçченсене тимлĕ пăхнăшăн тав туса.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика