11 октября 2016 г.
Ял хуçалăх кооперативĕсенче уй-хир ĕçĕсем малаллах пыраççĕ. Хуçалăхсенче çĕрулми тата пахча çимĕç кăлараççĕ, çĕртме тăваççĕ.
Октябрĕн 10-мĕшĕ тĕлне фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх кооперативĕсенче пурĕ 12568 гектар çинче çĕртме тунă.
Кăçал районта çĕрулми кăларас ыйту çивĕч тăрать. Çапах та ял ĕçченĕсем çанталăк кăткăслăхĕсене парăнмаççĕ, хальлĕхе 964 гектар çинчен "иккĕмĕш çăкăра" кăларса илнĕ. 22321 тонна çĕрулми пỹлмесене кĕнĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 231 центнер.
Пахча çимĕçе пуçтарса кĕртес ĕç те малалла пырать. Тунтикуна 112 гектартан 2806 тонна тухăç илнĕ. "Дружба" ЯХПКра çанă тавăрса хĕрлĕ чĕкĕнтĕр кăлараççĕ, паянхи куна 300 гектартан 9250 тонна тымар çимĕç пуçтарнă. 470 гектартан пуçтарса кĕртнĕ 9693 тонна кукурузăна силоса хывнă.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ.
Источник: "Каçал Ен"