АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Выставкăран - кĕмĕл медальпе

11 октября 2016 г.

 Октябрĕн 5-9-мĕшĕсенче Мускав хулинче "Ылтăн кĕркунне - 2016" Раççей агропромышленноç выставки иртнĕ.

Выставкăна Раççей Федерацийĕн Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев уçнă.

- Эпир малашне те патшалăхран килнине - кирлĕ укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине - пĕтĕмпех пурнăçласа пырăпăр. Бюджет лару-тăрăвĕ çивĕч пулин те, 2017 çулта ял хуçалăхне инвестицилессине кăçалхинчен чакармастпăр, - тенĕ вăл.

Мускаври мероприятие Раççейри 63 регион делегацийĕ хутшăннă. Çак йышра - Чăваш Республикин тата пирĕн район представителĕсем те. Сăмахран, республикăри агропромышленноç комплексĕн 24 организацийĕ "Ылтăн кĕркунне - 2016" конкурса хутшăннă. 20 предприяти вара продукци конкурсĕсене хутшăннă. Выставка пĕтĕмлетĕвĕпе Чăваш Республикин предприятийĕсене паха продукци хатĕрленĕшĕн 51 медаль тата икĕ Тав хучĕ парса чысланă. Çак йышра вара районти Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ пулни уйрăмах савăнтарать. Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕ "За формирование комфортной среды жизнедеятельности в сельских поселениях" номинацире кĕмĕл медале тивĕçнĕ.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Геннадий Ефремов пĕлтернĕ тăрăх, конкурса хутшăнма тĕплĕн хатĕрленнĕ. Конкурс валли ятарласа фотоальбом тунă. Унта ял тăрăхĕнчи пурнăçпа туллин паллаштарнă: фермер хуçалăхĕсен аталанăвĕпе, ялта пурăнакансен пурнăç условийĕпе, спорт тата культура мероприятийĕсемпе.

- Раççей шайĕнчи конкурсра палăрни, кĕмĕл медале çĕнсе илни тата тĕллевлĕрех ĕçлеме хавхалантарать. Ял тăрăхĕнче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатас, ĕçлеме майсем туса парас тесе малашне те тăрăшсах ĕçлĕпĕр. Ял тăрăхĕ аталанса пырсассăн, çамрăксем çĕнĕ ĕçе пуçăнсассăн, сывă пурнăç йĕркине пăхăнсассăн, ял хуçалăхĕ вăй илсессĕн ял пурăнать, - терĕ Геннадий Егорович.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика