07 октября 2016 г.
Сентябрĕн 21-24-мĕшĕсенче Крым республикинче Пĕтĕм Раççейри тутарсен фольклорĕн "Тугэрэк уен" фестивалĕ иртнĕ. Фестивале Раççейри чи маттур та пултаруллă коллективсем хутшăннă. 20 субъектри 40 ытла коллектив хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Çак йышра вара районти "Мишар" халăх фольклор ансамблĕ те пулнă. Вĕсем куракансене илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарнă. Унпа пĕрлех ансамбль юрăçисем пресс-конференцисене, çавра сĕтелсене, маçтăрсен урокĕсене хастар хутшăннă. "Мишар" ансамбль юрăçисем Крымра, Ялта, Алушта, Алупка, Бахчисарай, Симферополь тата Евпатори хулисенче пулса курнă.
- "Мишар" халăх фольклор ансамблĕ Раççейре йĕркелекен вун-вун фестивале, конкурса хутшăнать. Вĕсен юрри-ташшине куракансем хапăлласа йышăнни, чылайччен алă çупса тав туни чăннипех те савăнтарать. Крымри фестивале хутшăнни те - пысăк çитĕнỹсенчен пĕри. Ансамбль членĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнипе пĕрлех, ыттисен паха опытне ăша хыврĕç, артистсемпе хутшăнчĕç, - пĕлтерчĕ районти искусство шкулĕн директорĕ Ферит Гибатдинов.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"