07 октября 2016 г.
Аслă ăрăва хисеплесе кашни çулах пĕрле пухăнса Ваттисен кунне уявласси йăлана кĕнĕ. Йăлмахва ялĕнче пурăнакан ватăсем те кăçал культура çуртне уява пуçтарăнчĕç.
Уява килнисене чи малтанах "Кызыл сабанча" фермер хуçалăхĕн ертỹçи М.Г.Шарафутдинов саламларĕ. Вăл ял хуçалăхĕнчи лару-тăрупа паллаштарчĕ тата хăй вăхăтĕнче ырми-канми тăрăшса ĕçленĕшĕн ватăсене чунтан тав турĕ. Кайнлăк ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Г.Кузьмин, ветерансен совечĕн председателĕ З.Н.Григорьева сăмах илчĕç, пухăннисене вăрăм кун-çул, иксĕлми вăй-хал, канлĕ ватлăх, çирĕп сывлăх сунчĕç. Альберт Кузьмин "Знамя" колхозăн паянхи кунччен упраннă ялавне кăтартрĕ. Колхоз ĕçченĕсем ялава ĕçре пысăк çитĕнỹсемшĕн тивĕçнĕ. Ялава паянхи кунчченех упрама пултарнăшăн ватăсем савăнчĕç, чылайăшĕн куçĕсем шывланчĕç. Вĕсем хăйсем мĕнле вăй-халпа ĕçленине аса илчĕç.
Уява культура ĕçченĕсем Руфина Смирновăпа Альбина Ефремова ертсе пычĕç. Пухăннисене чĕререн тухакан ăшă сăмахсемпе саламларĕç, чуна тивекен юрăсем шăрантарчĕç. Хăнасем те вĕсемпе пĕрле юрларĕç, кĕнеке куравĕпе паллашрĕç, хăйсем валли кирлĕ сĕнỹсем илчĕç.
Уяв малалла çавра сĕтел хушшинче тăсăлчĕ. Вĕсем ĕлĕкхи йывăр вăхăта, çамрăклăхне аса илсе чылайччен шăкăлтатса калаçса ларчĕç.
Р. СМИРНОВА.
Источник: "Каçал Ен"