07 октября 2016 г.
Ватă çынсене хисеплесе сывлăх сунни, пире тĕл пулăва йыхравлани, курнăçса калаçни темрен те паха. Акă, октябрĕн 3-мĕшĕнче районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен ветеринари станцине черетлĕ уява пухăнниех кăмăла çем-çетрĕ. Пĕрле тăрăшнă ĕçтешсемпе курса калаçма, тĕрлĕ ыйтăва сỹтсе явма эпир яланах хавас. Ветеринари станцийĕн начальникĕ С.А.Васильев пире уяв ячĕпе саламласа ĕç-хĕлпе паллаштарчĕ, ырă улшăнусем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ.
Уява пухăннисем юрларăмăр, ташларăмăр, кăмăл тулличченех калаçрăмăр. Пĕрле пухăнса савăннине мĕн çиттĕр? Хисеплесе чĕннĕшĕн, манса кайманшăн тавах.
В.ЧЕРТЫНОВ,
ветеран.
Источник: "Каçал Ен"