07 октября 2016 г.
Ача садĕнче тăрăшса тивĕçлĕ канăва кайнă ĕçченсене эпир яланах асра тытатпăр. Вĕсемпе час-часах тĕл пулма тăрăшатпăр. Акă, Ваттисен кунĕнче те ĕçченсене уява пуçтартăмăр.
Пухăннисене чи малтанах ача сачĕн заведующийĕ Светлана Токмакова ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăх, тулли телей, иксĕлми вăй-хал сунчĕ. Уявăн тĕп парни вара - ачасен юрри-ташши, сăвви. Кăçал ватăсене аслă ушкăна çỹрекенсем "Хĕрлĕ калпак", "Çарăк" юмахсем лартса пачĕç.
- Шанса панă рольсене еплерех маттур выляççĕ. Пурте тăрăшуллă вĕт. Çакă пĕтĕмпех педагогсем мĕнле вĕрентнинчен килет, - терĕ ачасемпе воспитательсене мухтаса Галина Мельникова ветеран.
Ветерансемшĕн уявра çеç мар, ахаль чухне те ача сачĕн алăкĕсем яланах уçă. Пирĕншĕн вĕсем - кĕтнĕ хăнасем. Эсир сĕнỹ-канашпа пулăшатăр, кулленхи ĕçре хавхалантаратăр. Тавах сире, аслă туссем.
Т.КАРИМУЛЛИНА,
"Колосок" ача сачĕн аслă воспитателĕ.
Источник: "Каçал Ен"