АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕл пулма яланах хавас

07 октября 2016 г.

Аслă ăру çыннисене сума суса паллă тавакан уявăн пĕлтерĕшĕ çулсерен ỹссе пырать. Мĕншĕн тесен кирек хăш самана тапхăрĕнче те ватă çынсем пысăк хисепре пулнă, пулаççĕ те. Вĕсен пурнăç тăршшĕпе вĕренсе пухнă ăс-хакăлĕ, ырă кăмăлĕ çамрăксемшĕн патриотизм туйăмĕсене вăратма пулăшакан ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

Акă, "Каçал ен" хаçат редакцийĕн коллективĕ те аслă ĕçтĕшĕсемпе тĕл пулса калаçма яланах хавас. Октябрĕн 4-мĕшĕнче район хаçачĕн редакцийĕнче ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă хисеплĕ ĕç ветеранĕсене уяв кĕрекине йыхравларăмăр. Вĕсем пирĕншĕн - чи кĕтнĕ хăнасем.

Ĕç ветеранĕсене хаçат редакторĕ Любовь Шуряшкина ăшшăн саламларĕ. Шанса панă ĕç вырăнĕсенче малашлăхшăн ырми-канми вăй хунăшăн кашни ветерана ятран палăртса тав турĕ. Çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕ.

Район хаçачĕн ветеранĕсем пирĕнпе яланах тачă çыхăну тытаççĕ. Василий Гаврилов, Зинаида Соловьева вулакансене тĕрлĕ материалсемпе савăнтарсах тăраççĕ. Çамрăксене сĕнỹ-канаш пама та вăхăт тупаççĕ. Уява килнĕ Николай Скворцов, Валентина Тимофеева, Людмила Баринова, Василий Гаврилов, Зинаида Соловьева ветерансем вăйпитти, чи илемлĕ çулĕсене çак коллективра ĕçлесе ирттернĕ, çав тапхăрти çăмăл мар условисенче хăйсене шанса панă ĕçре тивĕçлĕ тỹпе хывнă.

Эсир пирĕншĕн яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика